АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Апат пĕçернипе çеç çырлахман

27 июля 2011 г.

– Ĕçе чунпа парăнсан пурăнма та çăмăл, – тет Элĕкре пурăнакан Тамара Васильева. – Юратнă ĕç паянхи йывăр пурнăçра вăй-хал парса тăрать, пурăнма хавхалантарать.Т.Васильева тымарĕпе Илленьушкăнь ялĕнчен. Нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕ ĕмĕр тăршшĕпех стройкăра вăй хунă, амăшĕ вара колхозра тăрăшнă. Виçĕ ывăлпа икĕ хĕре ура çине тăратас тесе ырми-канми ĕçленĕ, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă.

– Вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн эпĕ Шупашкарта коопераци техникумĕнче повара вĕрентĕм, – хăйĕн биографийĕпе паллаштарчĕ хĕрĕх çиччĕри хĕрарăм.

Алла диплом илсенех çамрăк ĕç стажне Элĕкри обществăлла аталану предприятийĕнче пуçлать. Ăна тÿрех аслă повар ĕçне шанса параççĕ. Хăйĕн ĕçне чунпа, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Вун тăватă çул апат пĕçернĕ çĕрте вăй хунă. Дубовскинче çуралса ÿснĕ Ливерий Васильев хитре кĕлеткеллĕ, илемлĕ сăн-питлĕ, ырă кăмăллă Тамарăна куç хывнă. Обществăлла апатлану предприятийĕнче темиçе хутчен те пулнă. Анчах та меллĕ самант тупса хĕрпе ниепле те калаçу пуçарайман. Пĕррехинче çапла хĕре сăмах чĕннĕ хыççăн Л.Васильевăн туйăмĕ татах вăйланнă. Часах туслăхран юрату та тĕвĕленнĕ. Нумай шутласа тăман яш каччă, хĕре хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтнă. Тамара та çирĕм иккĕ тултарнă ĕнтĕ, качча каймалли вăхăт çитнĕ. 1985 çулта çамрăксем пĕр çемье чăмăртанă. Кил хуçи арçынĕ Дубовски поселокĕнче мехзаводра слесарь-сборщикра нумай çул тăрăшнă. Халĕ вара ют хуласене ĕçлеме çÿрет. Мăшăрĕпе ывăлпа хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Ачисем те ашшĕпе амăшĕ пекех ĕçчен, кăмăллă.

Тамара Васильевна суту-илÿ сферинче нумай çул тимлет. Вăл тăрăшса ĕçленине палăртма та кăмăллă. Тавар илме пыракансем нихăçан та пушă алăпа тухса каймаççĕ. Ун çинчен яланах ырă сăмах калаççĕ.

М.ШОРИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика