АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăсталăх ăруран-ăрăва куçать

27 июля 2011 г.

Вĕсем иккĕшĕ те Лупашка ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пĕр-пĕрне чун-чĕререн килĕштернĕ те пĕрлешнĕ. 1974 çулта мăшăрланнă. Часах уйрăлса та тухнă.– Эпир çакăнта куçса килнĕ чухне мунча пек пĕчĕк, япăхнă пÿрт кăна ларатчĕ. Йăлтах çĕнĕрен çавăрмалла пулчĕ, пурăнмалли çурта, ытти хуралтăсене те, – пĕлтерчĕç мăшăрсем.

Ырă çын вилсен ят юлать, тенĕ. Лупашка ялĕнче пурăнакансем Игнатий Кузьмич Кузьмина час-часах аса илеççĕ. Хăй вăхăтĕнче колхозра экономистра ĕçленĕ. Çав хушăрах алла пуртă-пăчкă тытса темĕн ăсталама та пултарнă. Унăн ашшĕ ут хатĕрĕсем маçтăрланă, катка-пичке те тунă, теççĕ. Крымсарайкка ялĕнчи Иван Игнатьев, вĕсен ачисем вара ăруран-ăрава куçакан пултарулăха малалла туптаççĕ.

Вĕсен килĕнче хĕлле те çулла та ĕç чарăнмасть. Ку хутĕнче те циркуляр кĕвви илтĕнчĕ. Хуçи вара ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма чĕннĕн туйăнчĕ. Иван Игнатьевич мастерскойĕнче тимлет, хăмасене тикĕслесе якатать.

– Юсамалли, çĕнетмелли тупăнсах пырать. Витери çĕрĕшнĕ урай хăмисене çĕннисемпе улăштарасшăн, – терĕ нумаях пулмасть пенсие тухнăскер.

Калаçăва мăшăрĕ Валентина Германовна та хутшăнчĕ.

– Çак сарая тунă чухне мастерской валли пÿлĕм хăварчĕ. Ăна хăйне кирлĕ пек ĕçе хатĕрлерĕ. Çавăнтанпа кунта столяр, платник та вăл, – терĕ упăшки пирки.

Ача-пăча çуратса ÿстерессипе те хăйсен тивĕçне пурнăçланă Игнатьевсем. Асли, Александр, çар училищинчен вĕренсе тухнă. Чечен вăрçине хутшăннă. Халĕ службăна çар чаçĕнче ирттерет. Сергей ывăлĕ вара строительство фирминче мастерта ĕçлет. Иккĕшĕ те ашшĕ-амăшне пулăшсах тăраççĕ. Килти çурт-йĕрсене илемлĕ сăн кĕртессипе тимлеççĕ вĕсем. Кил хушши тăршшĕпе тăсăлакан çуллахи лаç, мунча тăрăхне хаклă йышши материалсемпе çирĕплетсе хитрелетнĕ. Çак çурт, хапха та кăн-кăвак тĕспе йăлтăртатаççĕ.

Çамрăк строительсем ытти çурчĕсем çине те ку енĕпе тимлĕх уйăрнă.

Валентина Германовнăпа Иван Игнатьевич – ял-йышра ятлă çынсем. Мăшăрсем яваплă ĕçсенче ырă тĕслĕх кăтартнă. Валентина ял канашĕнче, ял хуçалăх предприятийĕнче шут ĕçченĕнче вăй хунă. Иван – нумай çул агрономра.

Игнатьевсем килти хуçалăхне яланах çирĕп тытнă, унран тупăш илнĕ. Халĕ те çав ĕмĕтпех тимлеççĕ вĕсем. Çĕр çинче ĕçлеме мотоблок туяннă. Унпа нумай енлĕ усă кураççĕ. Выльăх апачĕ çулленех ытлă-çитлĕ хатĕрлеççĕ. Ĕне сунипех çырлахмаççĕ, хурсем ĕрчетеççĕ, сысна та усраççĕ.

Мăшăрсем килти хуçалăха иккĕшех тытса пыраççĕ. Нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те вăй-халĕ, кăмăлĕ те иксĕлми вĕсен. Мĕнех калăн, чăн-чăн пурнăç çыннисем Игнатьевсем.

С.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика