АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Арçын ĕçне те тиркемен

27 июля 2011 г.

– Кашни çын çут тĕнчене телейлĕ пулма килет. Мăшăр тупса, ача-пăча çуратса тулăх пурнăçпа пурăнма тĕллев лартать. Анчах темшĕн-çке чылай чухне ĕмĕтсем пурнăçа кĕрсе пымаççĕ, умри тĕллевсем те çăлтăр пекех сÿнеççĕ, – тет Татмăш ялĕнче пурăнакан Ольга Васильевна Кудрявцева. Хăйĕн пурнăçĕнче хура-шурне чылай астивнĕ вăл. Ача чухне телейлĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Шкулта çичĕ класс çеç вĕреннĕ О.В.Кудрявцева, пĕлĕвне ÿстерме ниçта та каяйман.

Çамрăк тÿрех хуçалăх ĕçĕсене кÿлĕннĕ. Ольга Васильевна сысна ферминче чылай çул вăй хунă. Улма-çырла комбиначĕн питомникĕнче те тар тăкма тивнĕ унăн. 1958 çулта Синер каччипе паллашса çемье çавăрнă. Анчах та пĕр çултан Ольга Васильевна мăшăрĕнчен уйрăлса тăван ялне каялла килнĕ.

– Упăшка питĕ хытă ĕçетчĕ. Усал шĕвеке ăша янă хыççăн час-часах килте «вăрçă» пуçлатчĕ. Чăтса тăраймарăм. Татмăша анне патне таврăнтăм, – куççульне шăлса калаçрĕ çитмĕлтен иртнĕ кинемей.

Çăтмахри пек пурнăç пулман пулсан та, пĕр тĕпренчĕке кун çути парнеленĕ Ольга Васильевна. Амăшĕ пĕртен-пĕр мăнукне ура çине тăратма пулăшнă. О.В.Кудрявцева хĕрĕшĕн ашшĕ вырăнĕнче те пулнă. Арçын ĕçĕсене те тиркесе тăман, алла мăлатукпа пăта тытса хуçалăхра тăрмашнă. Ольга Васильевна дояркăра вун ултă çула яхăн ĕçленĕ. Унта вăй хурсах тивĕçлĕ канăва тухнă. Хыççăн тата тепĕр тăватă çул ĕнесем сунă.

– Кил картишĕнче паянхи кун та выльăх-чĕрлĕх нумай тытатпăр. Фермăра сысна самăртассипе ĕçленĕ чухне те, дояркăра тимленĕ вăхăтра та малтисен ретĕнче пулма тăрăшнă. Юрать-ха, Света хĕрĕм яланах пулăшатчĕ. Ачаранах ĕçе юратма вĕрентрĕм ăна, – хавасланса калаçрĕ Ольга Васильевна.

Ватă хăйĕн Светлана хĕрĕн çемйипе пурăнать. О.Кудрявцеван тăватă мăнукпа икĕ кĕçĕн мăнук пур.

В.НИКИФОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика