27 июля 2011 г.
Хитекушкăнь ялĕнче пурăнакан Евдокия Емельяновăн калаçăвĕ тăрăх тÿрех вăл урăх наци çынни пулнине туйса илетĕн. Вăл халĕ çичĕ теçеткене çывхарать ĕнтĕ, çапах та чăвашла калаçнă чухне сăмахсем урăхларах тухни сисĕнет. Апла пулмасăр, Евдокия Григорьевна Украинăра çуралса ÿснĕ вĕт. Унтах вĕреннĕ, çав çĕр-шыврах чăваш каччипе паллашнă.
Василий Емельянов салтакран килсен Украинăра пурăнакан тăванĕсем патне хăнана каять. Шăп çавăнта паллашать те чипер украинкăпа. Шкулта çеç вĕренекен хĕре килĕштерсе пăрахать, мăшăрĕ пулма ыйтать. Евдокия çемьери лару-тăру йывăртарах пулин те килĕшет. Туя та хăех пĕччен хатĕрленет хĕр. Çапла вара Емельяновсен çемйи çуралать.
Хунямăшĕпе пĕр-пĕрне ăнланма йывăр пулнă. Çавна май ал хусканăвĕсемпе те ăнлантарма тивнĕ. Пĕчĕккĕн ял пурнăçне хăнăхкаласа пынă Евдокия Григорьевна. Кĕçех вĕсен çемйине пĕчĕк кайăк вĕçсе килнĕ. Людмила ят панă ăна мăшăрсем.
Çĕнĕ çын ĕçлеме колхоза вырнаçать. Майĕпен унта та чăвашла калаçма вĕренет. Йывăр пулнă паллах, анчах та чăваш чĕлхине туптанă. Мĕншĕн тесен чăвашсем хушшинче чăваш чĕлхине пĕлмен çыннăн пурăнма çăмăл мар-çке.
Емельяновсен иккĕмĕш ачи те часах кун çути курать. Ачисене тĕрĕс-тĕкел ÿстерессишĕн, пурнăçăн анлă çулĕ çине тăратассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ вĕсем.
Шел пулин те, Евдокия Григорьевнăн мăшăрĕ вун тăватă çул каялла çĕре кĕнĕ. Халĕ вăл килĕнче мăнукĕн çемйипе пурăнать. Çĕнĕ пÿрт те купаласа лартнă вĕсем, анчах та унта пурăнма куçса ĕлкĕреймен-ха. Е.Емельянова мăнукĕсене тата кĕçĕн мăнукĕсене пăхса пурăнать. Хмелевская хушамата Емельяновăпа ылмаштарнишĕн пĕрре те ÿкĕнмест. Чăвашла та таса калаçма вĕреннĕ вăл. Уншăн та чунĕ хĕпĕртет çеç.
А.СИЛИВЕСТРОВА.