27 июля 2011 г.
Хĕлĕп мучи теттĕмĕр. Пирĕнтен тепĕр урамра пурăннăран ăна эпĕ лайăххăн пĕлмен, курнă, сăмах хушса илнĕ пуль – çавă çеç. Çÿллех мар пÿллĕ лăпкă старик. Вăл Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçине, унтан маларах патша тата граждан вăрçисене хутшăннă иккен.
Филипп Федорович Федоров 1892 çулта çуралнă, ялта хресчен ĕçĕпе пурăннă. Урам вĕçне, уй хĕрне çурт-йĕр çавăрнă. Ят тухнă та, Инçет Хĕвел Тухăçĕнче хĕсметре тăнă. Яла таврăнсан авланать. 1912 çулта ывăл çуралать – Иван. 1914 çулхине империализм вăрçи пуçлансан Филипп Федорова салтака илеççĕ. Çапла патша вăрçинче тăшмана хирĕç çапăçать вăл 1915-1918 çулсенче. Унтан – граждан вăрçи. Хĕрлĕ гвардеецсен йышĕнче. Гвардеец. 1921-1922 çулсенче – ялта выçлăх. Филипп Федоров шурă гвардеецсене хирĕç çапăçать.
Арăмĕ Филипп салтакра чух çĕре кĕрет, ывăла çывăх çыннисем пăхса ÿстереççĕ. Киле таврăнсан Ф.Федоров тепре авланать, Анат Татмăшран Ольга Александровна Александровăна качча илет. Элекçи, Петюк çуралаççĕ. Колхоза кĕмен, уйрăм хуçалăхпа пурăнаççĕ.
Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи пуçлансан малтанхи кунсенчех ывăлне салтака ăсатать Федоров. Иван Филиппов 1941 çулхи декабрьте Ленинград облаçĕнче хыпарсăр çухалать (çапла палăртать «Астăвăм» кĕнеке).
1943 çулта Филипп Федорович виççĕмĕш хут салтак шинельне тăхăнать. 62-мĕш армире çапăçать вăл. Берлин, Чехословаки... Ăна «За взятие Берлина», «За освобождение Праги», «За победу над Германией в 1941-1945 гг.» медальсемпе наградăлаççĕ. 1945 çулхи авăн уйăхĕнче киле таврăнать. Ывăлĕ Алексей Филиппов та 1944 çулта салтака каять, çĕнтерÿпе таврăнать.
Ф.Федоровăн кĕçĕн ывăлĕ Петр Филиппова эпĕ Элĕкре час-часах куркалатăп. Калаçнă чух вăл мана эп пĕлменнисене те кала-кала панăччĕ. Çавăнпа эпĕ çуллахи ăшă кун калаçса ларма ун патне ятарласа кайрăм. Велосипедпа пыраканскер, урам вĕçĕ тĕлĕнче ялалла пăрăнтăм та хăйсен тĕлĕнче шăпах Петр Филиппова куртăм. Вăл пÿртекÿ юсаттарать-мĕн. Эп пĕлнĕ ял çыннисемех ăстаçисем. Хăма якатаççĕ, сăрлаççĕ, пÿртекÿ тăррине сÿтеççĕ. Ĕçе йĕркелессинчен пăрăнмасăрах манпа калаçмашкăн вăхăт çитерчĕ Петр Филиппович. «Астăвăм» кĕнекен иккĕмĕш пайĕнче йăнăшсем кайнине маларах та палăртнăччĕ. Çавсем пирки сăмах. «Сывлăх енчен хавшаккисем те списокра пур», – тетĕп. «Вĕсем, – кашнине ятран асăнать, – склад хуралланă, çар завочĕсенче ĕçленĕ. Шинельсемпех таврăнчĕç.
(Вĕçĕ çитес номерте).
Никита Ларионов, Кармал ялĕ.