27 июля 2011 г.
Саша (пĕлĕшĕм ыйтнипе унăн ятне улăштарнă-авт.) кăçалхи çу кунĕсенче Америкăран таврăнчĕ. Ют çĕр-шывра икĕ çул пурăннăскертен ыйтса пĕлмелли чăннипех те чылай пулчĕ.
– Икĕ çул мĕн ĕçлесе пурăнтăн чикĕ леш енче; – ыйту патăм пĕлĕше.
– Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах географи предмечĕ килĕшетчĕ. Кашни çĕр-шыв хăйне евĕр уйрăмлăхсемпе тыткăнлатчĕ. Кашнинех çитсе вырăнти пурнăçпа паллашас килетчĕ. Ĕмĕтленни пурнăçа кĕретех пулмалла çав. Пĕррехинче Шупашкарта пĕрле вĕреннĕ юлташсем Америкăна кайма сĕнчĕç. Кĕске вăхăтра пуçтарăнса инçе çула тухрăмăр. Вырăна çитсен ĕç тупса пачĕç, – паллаштарчĕ малтанхи вăхăтсемпе Саша.
– Çынсем ырă кăмăллă пулнине уйрăмах палăртас килет. Сăмахран, урамра пур палламан çын та сана хирĕç пăхса йăл кулса илет е сывлăх сунать, – тăсрĕ калаçăва Элĕк каччи.
Ĕçрен пушă вăхăта пĕрре те сая ярса ирттермен йĕкĕт. Чи малтанах вăл акăлчан чĕлхин курсĕнче вĕреннĕ. Америкăн чылай штатĕнче пулса курнă.
– Çул çÿревсенче пулма питĕ килĕшет мана, – шухăш-кăмăлне уçса пачĕ пĕлĕшĕм.
Шел те, палăртнă вăхăт иртсе кайсан асăннă çĕр-шыва тепĕр хут каяс текенсен унта пурăнма ирĕк паракан хутсене пуçтарма çăмăл мар. Апла пулин те пĕлĕшĕм Америкăна татах та каяс шутлă.
И.КОНСТАНТИНОВА.