АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялпа çыхăнтарнă пурнăç

27 июля 2011 г.

Пĕрне-пĕри юратма, ăнланма пĕлсен, пулăшса пырсан çемье тĕрекĕ те çирĕп пулать.Мăн Вылăра çуралса ÿснĕ Игорь çар ретĕнчен таврăнсанах пурнăçне ялпа çыхăнтарма шутланă. Нумай ачаллă çемьере ÿснĕскер пĕчĕклех ĕçе кÿлĕннĕ. Амăшĕ, çамрăклах мăшăрĕсĕр тăрса юлнăскер, ачисене тĕрĕс воспитани парассишĕн ырми-канми ĕçленĕ. Малтанах вăл фермăра, унтан шкулта поварта тимленĕ. Кирилловсен ачисем те амăшĕ пекех ĕçе юратса çитĕннĕ. Пилĕк ачи те пурнăçăн анлă çулĕ çине тăнă, халĕ пурте çемьеллĕ. Шел пулин те, кил хуçи хĕрарăмĕ ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнаймарĕ, вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Хăйсем çуралса ÿснĕ тăван килне халĕ Игорьпе ку ялтах пурăнакан Света аппăшĕ пăхса тăраççĕ.

Игорь хăйĕн çемйипе хăй çуралса ÿснĕ урамрах тĕпленнĕ. Унăн мăшăрĕ Сильвия та нумай ачаллă çемьере ÿснĕ. Ашшĕпе амăшĕ те ялта хисеплĕ çынсем. Амăшĕ Р.Порфирьева мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ялти çыхăну уйрăмĕнче почтальонкăра ĕçлерĕ. Унăн мăшăрĕ Анатолий вара фермăра тăрăшрĕ, хуçалăхра вăй хучĕ. Порфирьевсен Алик ывăлĕпе Сильвия хĕрĕ ялтах тĕпленнĕ.

Игорьпа Сильвия ача чухнех пĕр-пĕрне килĕштернĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне вĕсен туслăхĕ майĕпен юратăва куçнă. Игорь салтак атти тăхăнсан, хĕр ăна кĕтсе илме сăмах панă. Каланă – тунă. Сильвия каччăна салтакран кĕтсе илнех.

Икĕ çамрăк чĕре пĕр-пĕринсĕр пĕр кун та пурăнайман. Игорь салтакран таврăнсан хĕре тÿрех хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтнă.

Çамрăксем чи малтанах Игорь çуралса ÿснĕ килте пурăннă. «Киле пăхса кин килет»,– тени те тĕрĕсех пулĕ. Сильвия хунямăшĕпе тÿрех пĕр чĕлхе тупнă. Килти мĕн пур ĕçсене пĕрле канашласа тума тăрăшнă. Тĕпел кукринче шăкăл-шăкăл калаçса апат пĕçернĕ. Каçхине иккĕшĕ те алла йĕппе çип тытса тĕрĕ тĕрленĕ.

Ĕлĕкхи йăла-йĕркесем тăрăх, аслă ывăлăн тĕп килтен уйрăлса тухмалла. Игорьпа Сильвия та уйрăлса тухса йывăç пÿрт туянаççĕ, кивĕ хуралтăсене çĕнетеççĕ. Выльăх-чĕрлĕхне те йышлă усраççĕ çамрăксем. Тин çеç пĕрлешнĕ мăшăр çитменлĕхсене пĕрле пĕтерсе, йывăрлăхсене çĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕпе юнашар утма пуçлать.

Çамрăк çемьене патшалăх тавăрса памалла мар субсидипе те тивĕçтернĕ. Кирилловсем тÿрех икĕ хутлă кирпĕч çурт туяннă.

– Уйрăлса тухнăранпах строительство ĕçĕсемпе аппаланатпăр. Стройка ĕçĕнче тăвансемпе пĕрлех ял-йыш та пысăк пулăшу парать,– тет кил хуçи арçынĕ.

– Аттепе анне те сĕнÿ-канашпа пулăшса тăраççĕ,– сăмах хушать Сильвия.

Игорь темиçе çул ĕнтĕ ют хуласене ĕçлеме çÿрет. Сильвия ялти çыхăну уйрăмĕнче тăрăшать, амăшĕн ĕçне малалла тăсать. Çирĕп те телейлĕ мăшăр икĕ ывăл çитĕнтерет.

Юрра-ташша та маçтăр вĕсем. Ялта культура çурчĕ пулнă чухне иккĕшĕ те сцена çинчен кайма пĕлмен, кашни мероприятие хутшăнма тăрăшнă.

– Пĕр-пĕрне килĕштерсе, ăнланса пурăннине нимĕн те çитмест,– теççĕ Кирилловсем. Çавăнпа та кашни ĕçе пĕрле канашласа пурнăçлаççĕ. Ачисем те чăн-чăн пулăшуçăсем. Ашшĕпе амăшĕ каланине йăлтах итлеççĕ, мĕн хушнине çийĕнчех пурнăçлаççĕ. Туслă та ĕçчен çемье тесе калас килет Кирилловсене. Çемйипех кĕнеке вулаççĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрама та ÿркенмеççĕ.

Вера МОРОЗОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика