27 июля 2011 г.
Çитĕнсен кам пуласси пирки мĕн ачаранах шутланă эпĕ. Халĕ çитĕнсе çитрĕм ĕнтĕ, çирĕм виçĕ çул тултартăм. Арçын шутне кĕтĕм. Мĕншĕн апла калатăп, тетĕр-и; Акă мĕншĕн.
Иртнĕ кĕркунне авланса ятăм эпĕ. Çапах кам пуласси пирки шухăшлама пăрахмастăп-ха. Чăнах, кам пулас-ши; Ĕмĕре канлĕ пурăнса ирттермелли ырă ĕç суйласа илесчĕ. Шутларăм-шутларăм та çапла – çĕвĕç пулас терĕм. Çĕвĕç ялан шукăль тăхăнса çÿрет. Ăна пурте килĕштереççĕ. Унăн чаплă костюм та, модăллă шăлавар та пур. Пуян çын вăл çĕвĕç. Ĕçĕ те йывăр мар унăн.
Чим-ха... Çĕвĕç; Э, çук. Çĕвĕç ĕмĕрне те пулмастăп. Çĕвĕç пулсан-и; Мана арăм ялан кĕпе çĕлеттерсе хăшкăлтарĕ. Ĕçе кайиччен те, ĕçрен таврăнсан та çĕвĕ машинĕнчен уйăрмĕ.
Шутласан-шутласан, мунча чулĕ çине сивĕ шыв сапнă пек, чаш! пырса кĕчĕ тепĕр ĕмĕт: повар пулас! Мĕн кирли пурте хăвăн аллунта. Хуть çăмарта хăпартни çи, хуть катлет тутанса пăх, хуть те шăмă кăшла, хуть кофе ĕç. Никам та чаракан çук.
Пуçа çĕмĕрсен-çĕмĕрсен шухăш улшăнатех çав. Повар пулсан ĕçре те, килте те апат хатĕрлеме лекет-çке: какай вакламалла, катлет тумалла, çĕрулми шуратмалла, купăста турамалла. Эй, ман пек чипер арçынна канлĕрех пурăнма çук-им; Кăштах кино та, театр та курас килет. Кĕнеке те вуламалла, хамăн тавракурăма анлăлатмаллах ĕнтĕ...
«Чи лайăх ĕç вăл – шоферăн», – тенĕччĕ мана пĕр юлташ. Мĕнех вара, эпĕ те шофер пулатăп. Ял хушшинче мăкăрлантарса çеç çÿрĕп. Тем тесен те, – савăнăçлă, çăмăл ĕç. Хисеплĕ те, укçаллă та. Анчах та... Манăн йысна – тир-сăран, çĕтĕк-çатăк, лаша çилхи, сурăх çăмĕ тата ытти тем те пĕр пуçтаракан бизнесмен. Эп шофер пулсан, çав хыткан лашапа çÿрет тетĕн-и эс ăна; Тÿрех машина ыйтма пырать. Пĕтрĕ вара шăмат кунсемпе вырсарни кунсенче канасси. Йытă-кушак пуçтарма ман унпа ялтан яла çÿремелле пулать. Кушак пуçтарса çÿресен, хама та Кушак Петĕрĕ тесе чĕнме пуçлĕç. Ман вара Петр Сидорч тесех чĕнтерес килет.
Э-э...çук! Шофер пулмастăп. Луччĕ продавец пулас. Сутуçă. Ăшă çĕрте хитре япаласем сутса çеç тăр. Хул-çурăм лÿчĕркенмест. Ĕмĕрне те сунас ерес çук, пилĕк те ыратмĕ. Лавккана мĕнле костюм килет – суйла та ил. Мĕнле пушмак параççĕ – тăхăн та яр. Пулăран та, çăнăхран та, тип çуран та татăк тăмăп. Мĕнле лайăх. Хи-хи! Пĕтĕм ял халăхĕ мана пуç тайĕ, ăна та кăна туянтарма ыйтĕ. Ял халăхĕ терĕм-и; Ял халăхĕ пуç тайĕ-ха та. Ара, пиччепе инке, аппапа йысна, шăллăмпа кин, йăмăкпа каччи, тăван мар пиччесемпе шăллăмсем лавккана пырса кĕрсен, ман ăçта пуçа чикес; Ну, пĕрре-иккĕ парса ярăп-ха ĕнтĕ. Кун çинчен хуняма карчăк пĕлсен; Çĕтĕк сăхманне уртса ярĕ те тÿрех лавккана лăпсăртатса çитĕ. Вăл карчăк именсе-вăтанса тăрас çук, тилĕ çухавиллĕ пальто парса яр, тейĕ. Лавккари таварсене тăван-пĕтенех сĕтĕрсе пĕтерĕ вара. Анчах та ревизор килсе тухсан; Кассăра укçа çитмесен; Капкăна лекĕп. Ах, вара пĕтĕм халăх пĕлĕ. Пĕрле вĕреннисем, пĕрле ĕçленисем...
«Эй, – терĕм вара, – мĕн пуласси пултăр!» Тытрăм та хуткупăс илсе ятăм. Халĕ тăскаласа кăна çÿретĕп çавна. Ялта ача çуралать-и, туй тăваççĕ-и, пÿрт мăклаççĕ-и – мана чĕнеççĕ. Эпĕ хирĕçлеместĕп, йăпăр-япăр тумланатăп та чĕннĕ çĕре тухса утатăп. Купăс сассине илтсен, пĕтĕм пÿрт халăхĕ маччаналла сике пуçлать. Вăт çавнашкал сывлăш вĕрсе кĕртетĕп эпĕ вĕсен ăшне. Пурнăç лайăх манăн. Ялта эпĕ кĕмен пÿрт те çук халь. Пурте мана чĕнеççĕ, кĕтеççĕ, какăриччен çитереççĕ, укçа та тыттараççĕ. Арăм çеç ятлаçать – сехрене месерле хăпартать. «Милицие чĕнеççĕ-ха сана пĕрре услапа, ниçта ĕçлемесĕр çăмăл мелпе пурăнатăн, укçа çапатăн», – тет.
Тем, ăнлансах пĕтерейместĕп-ха мăшăрăма. Нивушлĕ çынсене купăспа савăнтарни ĕç мар-ши; Тĕрĕс каламасть пуль арăм; Тĕрĕс-тĕк, кам пулас-ши вара манăн;
ПЕТĔР.