27 июля 2011 г.
Ураскилт ялĕн пĕчĕк урамĕнче Емельян ачисем йышлăн пурăнчĕç. Асли Никонорччĕ, хыççăн – Изут, Хĕветĕр, Мари, Домна, Марфа. Ÿссе çитнĕ май, кашниех Турă çырнисене шыраса тупрĕç. Никонорăн арăмне Татьянăна питĕ ĕçчен пулнă, теççĕ. Вăл çемйи ăшă ыйхăран вăраниччен юхтармалли икерчĕ пĕр пăтакка пĕçерсе хатĕрленĕ. Домна Мартын Судакова качча тухнă. Пĕр ывăла – Ивана шыраса тупнă вĕсем. Питĕ шел, çамрăк кил хуçи вăрçа каять те хыпарсăр çухалать. Арăмĕ иккĕмĕш хут Яков Терентьева качча тухать. Мăшăрсем икĕ хĕр пĕрчине – Верăпа Улькие кун-çул парнелеççĕ. Мари Мăн Çутра пурăнакан Федор Васильевпа пĕрлешет. Вĕсем ачисене умлă-хыçлах çуратаççĕ. Анчах тĕпренчĕкĕсем чылайăшĕ пĕчĕклех вилсе пĕтнĕ. Сывă юлнисем Варук, Мари, Пенька вара пурăнса каяççĕ. Емельянăн тепĕр хĕрĕ Марфа Шĕнтреш ялне Лука Дианские качча тухать. Ку вăл сывлăх ĕçченĕ, Ураскилтри участок больницинче фельшер пулса ĕçленĕ. Хăй ĕмĕрĕнче сахал мар çынна сывлăх парнелет. Марфапа Лука виçĕ ача çуратса ÿстереççĕ. Хĕветĕр те мăшăрне шыраса тупать. Арăмĕ, икĕ ачаллă пулнă хыççăн вилсе каять. Арçын тепре авланать – Праские тупать. Ку хĕрарăм упăшкине ача çуратса парса савăнтарайман, çавна май ăна уйăрса янă. Татах авланать арçын – Пĕчĕк Матрена илсе килет. Виççĕмĕш арăмĕ Хĕветĕре пĕр хĕр пĕрчи парнелет.
Ватă кил хуçин Емельянăн пÿрчĕ пысăк пулнă. Вăл Изут ывăлĕпе чылай пурăннă. Каярах ăна та уйăрса кăларать, авлантараççĕ. Ку ывăлĕн çемйи те йыш хушсах пынă. Татьяна пускил каччипе пĕрлешсе çемьеллĕ пулать. Мари хĕрĕ Шупашкар хулинче тĕпленет.
Хĕветĕр тĕп килтех юлать. Унăн çемийпе пĕртăванĕ Никонор та пурăннă, каярах вăл та çемьеллĕ пулать.
Ватă кил хуçин Емельянăн кун-çулĕ синкерлĕ килсе тухнă. Ăна кулак тесе айăпланă. Пĕтĕм пурлăхне туртса илнĕ. Хăйне Çĕпĕре тытса янă. Вăл унтан каялла таврăнаймасть. Хĕветĕр ывăлĕ вара малтанхи пысăк пÿрт вырăнĕнче пĕчченех çурт çĕклет. Унăн Зинаида хĕрĕ ĕмĕрне пĕчченех ирттерет. Сакăр вун çичĕ çула çитнĕскер Шĕмшешри ваттисен çуртĕнче пурăнать. Емельянăн Изут ывăлĕ те ватлăхра çемйипе савăнайман. Вăл вăрçа кайнă та çапăçу хирĕнчех пуçне хунă.
Ливерий ФЕДОРОВ,
Ураскилт ялĕ.