27 июля 2011 г.
Ачасем хутшăннипе пулнă аварисен шучĕ çулсеренех ÿсет. Кăçалхи ултă уйăхра республикăра пурĕ 106 авари регистрациленĕ. Вĕсенче 112 çын аманнă, пĕр ача пурнăçран уйрăлнă.
Çул çинче ачасем хутшăнса пулнă аварисен шутне чакарас тесе республикăра тата район территорийĕнче кăçалхи июлĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 29-мĕшĕччен «Ачасем» рейд ирттерме палăртнă. Асăннă мероприятире ирттернĕ чухне çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн ĕçченĕсем çул çинче сыхă пулĕç. Вĕсем руль умĕнче ларакан водительсем çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрĕç. Çавăн пекех çуран çÿрекен тата çул урлă каçакан ачасем çул-йĕр правилисене еплерех пăхăннине сăнаса, асăрхаса тăрĕç.
Çакна та асăнса хăвармалла: ача-пăчана лартса çÿремелли кресло пулмалла. Енчен те вăл ачана ахаль кресло çинче лартса çÿресен, унăн саккун умĕнче явап тытма тивет.
Г.КАЗЫКИН,
çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн пропаганда енĕпе ĕçлекен инспекторĕ.