АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ылхануран мĕнле хăтăлмалла;

27 июля 2011 г.

Енчен те такам ăшра сана усал сунчĕ пулсан, мĕнле те пулин сивĕ сăмах каласа ылханчĕ пулсан, çаксенчен хăтăлмалли ритуал ирттермелле. Икĕ тĕкĕр илмелле те пĕрне хăвăн умна лартмалла, теприне хыçа хумалла. Çур çĕр çитессе кĕтсе илмелле, çурта çутмалла. Вара тĕкĕр çине пăхса çапла каламалла: «Тĕттĕм каç, хура тĕкĕр, усал сăмаха, хаяр çын ылханне, тамăк паллине манран сирсе яр. Пĕрремĕш хут ыйтатăп. Тĕттĕм каç, хура тĕкĕр, усал сăмаха, хаяр çын ылханне, тамăк паллине манран сирсе яр. Иккĕмĕш хут ыйтатăп. Тĕттĕм каç, хура тĕкĕр, усал сăмаха, хаяр çын ылханне, тамăк паллине манран сирсе яр. Виççĕмĕш хут ыйтатăп. Аминь».

Ун хыççăн Турă шывĕпе çăвăнмалла, айри çи-пуçпа шăлăнмалла та çуртана çунса пĕтиччен хăвармалла, сÿнтермелле мар. Ритуал ирттернĕ хыççăн пĕрремĕш вырсарни кун чиркĕве кайса килмелле. Унта виçĕ çурта Çăлавçă патне, виçĕ çурта Турă амăшĕ патне, виçĕ çурта Таса Чун (Святой Дух) патне тата виçĕ çурта Пантелеймон патне (пурĕ вун икĕ çурта) лартмалла. Çÿлти вăйсене ылхануран сирнĕшĕн тав тумалла та ун хыççăн ним япăххи çинчен те шутламалла мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика