30 июля 2011 г.
Çулла пурте яла васкаççĕ. Сывлăшĕ таса, йăлтах ирĕклĕ, анкартинче – пахчаçимĕç. Тăванĕсем патне хуласенчен арçын ачасемпе хĕрачасем пуçтарăнаççĕ. Кăçал, акă, Питĕшкасси ял тăрăхне 20 ытла ача килнĕ. Аслашшĕсемпе асламăшĕсен ĕçĕ самаях нумайланнă. Ачасене асăрхасах тăмалла вĕт, тепĕр чухне вĕсем ашкăнма та юратаççĕ. Юнашарах тата çăлсемпе пĕвесем. Ача-пăча кунĕ-кунĕпех пулăра е велосипедпа ярăнаççĕ.
Питĕшкасси ял тăрăхĕн администрацийĕ çу пуçламăшĕнчех вырăнта пурăнакансемпе, старостăсемпе пушар хăрушсăрлăхĕ, шывра асăрхануллă пулмалли çинчен, ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсемпе калаçу ирттернĕ.