30 июля 2011 г.
Ĕнесен пĕр ушкăнне уя хăваласа тухнине асăрхарăм. Ял касăвĕ мар ку, уйрăм çынсен – Шĕнтрешри Мироновсен выльăххисем. Çичĕ ĕне, хĕл каçнă тепĕр тына, пăрусем йышлă. Çавсене Иван Михайлович Миронов пăхать. Унăн çемйи çĕнĕлле ĕçе кÿлĕннĕ, хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркелесе янă. Сăвакан ĕнесенчен тупăш илме май пуррине ăнланса ĕçлеççĕ Мироновсем. Хальхи вăхăтра, акă, çичĕ ĕнерен 90-100 килограмм сĕт сăваççĕ. Ăна сутассине йĕркеленĕ.Верăпа Иван Мироновсем çамрăк мар ĕнтĕ, иккĕшĕ те çитмĕл пиллĕкре. Вĕсем вăйпитти чухне ял хуçалăх ĕçĕсенчен вуçех те уйрăлман. В.Миронова механизациленĕ фермăра сыснасем самăртнă çĕрте ырми-канми тимленĕ. Хастар хĕрарăм пăрусем, лашасем та пăхнă. Вăл вун тăватă çултах тырă аласа типĕтнĕ çĕрте тăрăшнă. Тулли михĕсене лав çине тиенĕ, хыççăн турттарса кайса кĕлете пушатнă. Вун улттăра вара фермăна ĕçе кайса кĕнĕ хĕр. Темĕнле йывăр пулин те ывăнтăм тесе çăвар уçман.
Леня ывăлĕ çĕнĕлле ĕçе тытăнасси çинчен пĕлтерсен хаваспах килĕшнĕ ашшĕпе амăшĕ, ăна пулăшма пулнă. Пĕр çемьери ĕçченсен халĕ пĕр канăç та çук. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе тупăш ытларах илес тесе ывăнма пĕлмесĕр ĕçлеççĕ вĕсем.
Мироновсен 5 гектар çĕр лаптăкĕ те пур. Ăна сухаласа çемçетсе люцерна акнă. Кунта халĕ ешĕл курăк хÿхĕм çитĕнет. Ăна виçĕ хутран кая мар çулса илме тĕллев лартнă. Ăнланать фермер çемйи: выльăх апачĕ тулăх пулсан сĕтне те ытларах суса илме майсем пулаççĕ.
Мироновсем кулленхи ĕçĕнче мотоблокпа, автомашинăпа та анлă усă кураççĕ.
Çамрăк фермер авланман-ха. Çемьере йыш хушсан ĕç-хĕл татах та вăйланасса шанать Леонид Миронов.
Ливерий ФЕДОРОВ,
Ураскилт ялĕ.