30 июля 2011 г.
Кăçалхи июнĕн 15-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе ЧР Министрсен Кабинечĕ 2008 çулхи октябрĕн 9-мĕшĕнчи «Çамрăк çемьесене çурт-йĕр хăпартма е туянма Чăваш Республикин бюджетĕнчен социаллă тÿлевпе тивĕçтермелли правилăсене çирĕплетесси çинчен» йышăнăвне улшăнусем кĕртнĕ.
Социаллă тÿлеве илме упăшкипе арăмĕ 35 çултан иртмен мăшăрсен, е тулли мар, пĕр е ытларах ачаллă çемьесен право пур. Паллах, вĕсен çурт-йĕр условийĕсене улăштармалли çинчен çирĕплетнĕ йĕркепе йышăнни кирлĕ.
Социаллă тÿлев виçи – çурт-йĕрĕн шутлав (вăтам) хакĕн 15 проценчĕ. Çурт-йĕрĕн шутлав (расчет) хакне çемьере миçен пулнине, кашни çын пуçне тивекен пÿлĕм лаптăкĕн нормине (3 е ытларах çынран тăракан çемьене – 18-шар тăваткал метр, икĕ çынна – 42 тăваткал метр), пĕр тăваткал метр хакне шута илсе палăртаççĕ. Муниципаллă пĕрлĕхре çурт-йĕрĕн пĕр тăваткал метрĕн хакĕн нормативне вырăнти хăй тытăмлăх органĕ çирĕплетет, вăл республикăринчен пысăкрах пулмалла мар.
Социаллă тÿлеве тепĕр çулне илме çамрăк çемьен вырăнти хăй тытăмлăх органне документсене ку çулхи августăн 20-мĕшĕччен тăратмалла.
Пухмалли документсем: ыйтса çырни, çемьери кашни çыннăн хăйĕн докуменчĕн копийĕ, мăшăрланни çинчен свидетельство (тулли мар çемьене кирлĕ мар); çамрăк çемьене çурт-йĕр кирли çинчен кăларнă йышăну.
Документсене çулсерен пухмалла мар, вĕсем мăшăрсенчен пĕри 36 çул тултариччен черетре шутланаççĕ.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕ çамрăк çемьесем тăратнă документсенчи сведенисене тĕрĕслет, вĕсене социаллă тÿлеве илме тивĕçнисен йышне кĕртмелле е кĕртмелле маррине вунă кунта палăртаççĕ. Тепĕр çул валли черете ку çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕччен йĕркелеççĕ, çемьесене çакăн çинчен тата вĕсен черет номерне пилĕк кунта пĕлтереççĕ.
Çамрăк çемьене списока кĕртменнин сăлтавĕсем: çемье Правилăсен 1.2 пунктĕнче ыйтнине тивĕçтерменни; документсене пĕтĕмпех тата туллин тăратманни, вĕсенчи сведенисем тĕрĕс марри; çамрăк çемье Чăваш Республикин бюджетĕнчен уйăрнă социаллă тÿлевпе е патшалăх пулăшăвĕн ытти формисемпе усă курса унччен маларах çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатни.