АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăкăл-шăкăл калаçса ирттереççĕ кунсене

30 июля 2011 г.

Ача чухне Канаш районĕнчен асламăшĕ патне килсе çÿренĕ чухне Маргарита Петровна Элĕк район яшне качча тухасси пирки шутлама та пултарайман. Чылай çул иртсен икĕ çамрăк çын юрату тыткăнне путаççĕ. Çĕньялта пурăнакан Мефодий Михайлович вара Канаш хĕрне малтанах куç хывнă. Хăйĕн мăшăрĕ пулма суйласа хунă тесен те йăнăш пулмĕ. Çавăнпа та тăван ялĕнчен ăна кăларса яман. Вĕсем 1986 çулта туй кĕрлеттернĕ. Çĕньялта çамрăк çемье хушăннă.– Кăçал çак яла качча килни 25 çул та çитет ĕнтĕ. Хĕлле пĕрлешнĕ эпир Мефодийпе. Качча килнĕренпех фермăра ĕçлетĕп. Хамăн ĕçе улăштарма шутламан, пĕр çĕрте хăнăхнăран тепĕр çĕре куçас килмест, – пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Маргарита Петровна.

Вăл чи малтанах тына-пăрусене пăхнă çĕрте тăрăшнă. Вунă çул унта вăй хунă. Упăшки Мефодий колхоз-совхозра сварщик пулса нумай çул ĕçлет. Килĕштерсе пурăннине, вăй-хала шеллемесĕр тимленипе пус çумне пус хушса пынă Сергеевсем.

– Çемьерен телейлĕ тесе шутлатăп. Ачасем лайăх пулчĕç. Виçĕ ача çуратса тĕрĕс çул çине тăма пулăшса пыратпăр. Ырă кăмăллă та тÿрĕ чунлă пулма вĕрентетпĕр. Ваня ывăл салтака кайса килчĕ. Тепри Александр кăçал çуркунне çеç çĕршыва хÿтĕлеме кайрĕ. Настя хĕрĕм качча кайнă, Шупашкарта пурăнать, – савăнса калаçрĕ М.Сергеева.

Унăн хĕрĕ Настя çак ялах качча тухнă. Саша Михайловпа иккĕшĕ пĕчĕк Аньăна пăхса çитĕнтереççĕ. Иккĕшĕ те тĕп хулара ĕçлеççĕ. Настя суту-илÿ енĕпе тăрăшать.Сергеевсен икĕ ывăлĕ те Шупашкарти строительство училищинче вĕреннĕ. Иван вара Кăнтăр Осетинче Грузи чиккинче çарта пулнă. Халĕ вăл Шупашкарта сварщикра ĕçлет.

Сергеевсем çĕнĕ вите туса лартнă. Выльăх-чĕрлĕх усрама ăшă та таса витесĕр мĕнле пурăнатăн ялта; Кайăк-кĕшĕкне те чылай тытаççĕ вĕсем. Ялта ырă кăмăллăхĕпе паллă ку çемье. Яланах пĕр-пĕрне пулăшса пыма хăнăхнă вĕсем. Ĕçченлĕхĕпе палăрни те куçкĕретех. Маргарита Петровна фермăра дояркăра вунă çул ĕçлет ĕнтĕ. Пилĕк дояркăран вăл чи нумай çул ĕçлекенни. Халĕ хăйĕн юратнă ĕнисемсĕр пурăнма та пултараймасть. Ирхине ирех тăрса килти выльăхсене пăхса хăварса фермăна васкать. Унти ĕçсене пĕтерсен килти ĕçсемпе аппаланать. Çулла уйрăмах компот-варени тумалла, утă-улăм типĕтмелле – пурне те вăхăтра ĕлкĕреççĕ Сергеевсем. Канмалли кунсенче хĕрĕпе кĕрÿшĕ, ывăлĕ килсе пулăшаççĕ ашшĕ-амăшне. Аня мăнукĕ те мĕн тери савăнăç вĕсемшĕн.

Мефодийпе Маргаритăн кăçал кĕмĕл туй çитет. Вĕсен çемйинче туслăх, юрату хуçаланать. Пĕр-пĕрне ăнланса, канашласа ĕçлени – çемьере тĕп вырăнта.

А.СИЛИВЕСТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика