30 июля 2011 г.
Пĕр ялта ÿссе çитĕннĕ Николай Владимировичпа Эмилия Владимировна. Тантăшсем вĕсем. Ачаранах пĕр-пĕрне лайăх пĕлнĕ.Каччăпа хĕр шутне кĕрсен çамрăксен чĕринче юрату хĕлхемĕ ялкăшма пуçланă. Халĕ Карповсем пĕрлешнĕренпе çирĕм çул ытла.
«Ир тăнă кайăк выçă вилмен», – тенĕ ваттисем. Кунта чăнлăхĕ те пур-тăр. Карповсем килти хушма хуçалăха аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Николай Владимирович Чернобыль аварине аяккалла сирнĕ çĕре те хутшăннă. Вăл вăхăта Н.Карпов паянхи пекех лайăх ас тăвать, пулни-иртни çинчен ачисене каласа парать. Карповсем икĕ ывăла кун çути парнеленĕ. Аслă ывăлне аслашшĕпе кукашшĕн ятне панă Николай Владимировичпа Эмилия Владимировна. Володя шкултан тăватă çул каяллах вĕренсе тухнă, салтак тивĕçне те пурнăçланă. Карповсен кĕçĕн ывăлĕ Мăн Вылăри шкулта пĕлÿ пухать.
Районти нумай ялта ĕç вырăнĕ çук. Атмалкасси ялĕ те тахçанах ĕçсĕрлĕх тыткăнне лекнĕ. Н.Карпов та темиçе çул ĕнтĕ «шапашкăна» çÿрет. Укçа-тенкĕпе ялан киле таврăннăран пысăк та капмар çурт çĕклесе лартма пултарнă. Вăл строительство ĕçĕнче питĕ ăста. Арăмĕ те кил-çуртри ĕçсене пурнăçланă çĕрте тимлĕх кăтартнă.
Эмилия Владимировна ялти пуçламăш шкул ĕçленĕ вăхăтра унта техслужащи шутланса тăнă. Ялти шкула хупсан, Э.Карпова пĕр вăхăт Мăн Вылăри вăтам шкулта çак тивĕçех пурнăçланă.
Çемье çавăрнă-çавăрманах мăшăрсем кил-çурт çавăрнипе пĕрлех хуралтăсене те çĕнетме тытăннă. Карповсем халĕ хуçалăха çирĕп тытаççĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ.
– Çемье пуçĕ, тĕрекĕ – арçын, – тет Эмилия Владимировна. – Кил-çуртра пурнăçламалли ĕçсене яланах пĕр-пĕринпе канашласа тăватпăр.
Туслă çемьере яланах тăнăçлăхпа килĕшÿ хуçаланни пурнăçри пур йывăрлăхсене те сирсе яма пулăшать. Ачи-пăчисем сывă пулни те мăшăрсене вăй-хал хушать.
В.НИКИФОРОВА.