30 июля 2011 г.
Пытармастăп, хĕрарăмсене питĕ юрататăп. Вĕсемсĕр пурăнаймастăп. Килĕштернĕ хĕрарăмпа çывăрмасан тĕнче пĕтнĕн туйăнать. Хĕрарăмсем те ман пата туртăнаççĕ. Хушăран хăйсем пырса паллашаççĕ. Пĕрле пулсан: «Эсĕ питĕ ăста еркĕн. Хĕрарăма савăнтарма пĕлетĕн», – теççĕ. Машăпа çемье чăмăртани, йĕкĕреш хĕр çурални мана лăплантармарĕ. Хама каччă чухнехи пекех туятăп – çĕнĕрен çĕнĕ хĕрсемпе паллашатăп. Укçаллă, çав вăхăтрах хитре арçыншăн каçсах каяççĕ вĕсем.
Машенька вара арăм пулнă хыççăн улшăнчĕ. Кăшт сыпкаланăшăнах (ун пекки пулкалать), киле кая юлса таврăннăшăн урать. Хирĕçмелли сăлтавне тупсах тăрать. Килте хăйне хуçа пек тытать. Ман тăвансене хисеплемест. Вăл хăр-хар кĕтсе илнĕрен киле те чун туртмасть. Алăк урлă каçсанах кăшкăрма тытăнать. Манăн пĕр тенкĕ те пĕтерме юрамасть имĕш, ĕçлесе çеç илмелле. Хăйне валли мĕн кăна туянмасть.
Юлашки вăхăтра киле сайра-хутра çеç каятăп. Ку вара мăшăрăма тата вăйлă вĕчĕрхентерет. «Уйрăлатпăр», – теме те пуçларĕ. Унпа тахçантанпах пĕрле çывăрмастпăр ĕнтĕ.
Йĕркеллĕ çемьере арçынăн хуçа пулмалла. Ĕлĕкрен çапла пулнă. Тем пек савсан та хĕрарăма хамран ирттерес килмест.
Уйăх каялла мăшăрăм ман пата кушак пек йăпшăнса пычĕ. «Атя çĕнĕ çĕрĕсем туянатпăр, венчете тăратпăр. Çĕнĕ пурнăç пуçлатпăр», – терĕ йăваш сасăпа. Вăл кун пек калаçнине илтменни чылай пулать ĕнтĕ. «Уйрăлатпăр» текенскер мĕншĕн çĕнĕ пурнăç пуçласшăн-ха; Е ачасене ашшĕсĕр хăварасран шикленет. Е... хăй арçынсăр пурăнаймасса тĕшмĕртет; Хирĕçнĕ самантра вăл ялан: «Тухса кай», – тесе кăшкăратчĕ. Тепĕр самантрах вара: «Таврăн, ан кай», – тетчĕ. Ăнланма çук ăна.
Халь çĕнĕ çĕрĕ туянатпăр тет-ха. Анчах çĕнĕ çĕрĕпе, венчете тăнипе мана улăштаратăп тет-ши; Çук пуль. Эпĕ хĕрарăмсене юратнă, юратăп та. Нумай-нумай арçын арăмне улталать. Хăш-пĕр хĕрарăм çакна сисет паллах. Теприсем вара – туймаççĕ. Ăслă хĕрарăм çакна туйсан та – курмăш пулать. Хĕрарăмăн çавăн пек пулмалла та.
Борис Н.,
39 çулта.