АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илья пророк кунĕ

30 июля 2011 г.

Çурла (август) уйăхĕн 2-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем Илья пророк кунне паллă тăваççĕ. Раççей çĕр-шывĕнче Илья пророк чи хисеплĕ те сăваплă çветтуйсенчен пĕри шутланнă. Унăн аллинче пуринчен те хăватлă вăйсем пулнă: çиçĕмсемпе аслатисем, çумăрсемпе çил-тăвăлсем. Кунпа пĕрлех Илья пророк çĕрпе тăпрана тухăçлăх парать, çимĕçсене тутлăхлăх кÿрет. Çавăнпах пуль чăвашсем Илья пророк кунне тепĕр майлă «Илем кунĕ» теççĕ.

Çулла вĕçленмест-ха, çапах кĕр кунĕсем çывхарса килни паллă ĕнтĕ. Утă çулса пухса кĕртесси вĕçленсе пырать. Вырăссем ăна ытарлăн çапла каланă: «Илья пророк – косьбе срок». Вырма ĕçĕсем пуçланаççĕ.

Тырă вырма тухсассăн пирвайхи кĕлтене çаран çинчи чечексемпе тата хăюсемпе илемлетнĕ. Унтан çав кĕлтене ял урамĕсемпе йăтса çавăрнă та пÿртри чи лайăх кĕтесе кĕртсе хунă: «Ку кĕлте Илья пророка пирĕнтен парне пултăр», – тенĕ. Çĕнĕ тырăран тутлă çăкăр пĕçерсе çиесси йăлара пулнă, унпа пурне те хăналанă. Сĕтел варринчи çавра çăкăра васкамасăр каснă, чĕллисене пурне те валеçсе тухнă. Пĕрремĕш чĕллине чи аслă та ватă арçынна – хисеплĕ мучие тыттарнă, вăл вара çĕнĕ тырра (çăкăра) пехил те ырлăх суннă.

Çакăн пек каларăш пур: «Илья кунĕнче кăнтăрлаччен – çулла, кăнтăрла иртсен – кĕркунне». Çак кун хурт-хăмăрçăсем вĕллесене тасатаççĕ, карассене касаççĕ, пыл астивсе пăхаççĕ. Илья пророк кунĕ ячĕпе пирĕн чиркÿре хăватлă кĕлĕсем пулаççĕ.

Августăн 15-мĕшĕнче Успени типпи пуçланать. Халăхра ăна «Пыл спасĕ» теççĕ, ахальтен мар çак куна «Пирвайхи спас – пирвайхи ака» – тенĕ. Çак кун кĕр тыррисене акма тухнă.

Православи тĕнĕнчи тепĕр паллă кун – августăн 19-мĕшĕ. Çак кун Иисус Христос хăйĕн вĕренекенĕсемпе – Петрпа, Иаковпа, Иоаннпа пĕрле Фавор тăвĕ çине хăпарать. Кунта Турă пĕтĕмпех тасалса çуталать, унăн сăнĕ Хĕвел пек çиçсе çуталать. Çавăнпах ĕнтĕ августăн 19-мĕшне «Турă çĕнелсе улшăннă кун», – тесе уявлаççĕ.

Августăн 28-мĕшĕ – Элĕк чиркĕвĕшĕн уйрăмах паллă: Тап-тасаран та таса сăваплă Турамăшĕн Успенийĕ. Пирĕн чиркÿ шăпах унăн ячĕпе хисепленсе тăрать.

ВИКТОР иерей,

Элĕк чиркĕвĕн настоятелĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика