30 июля 2011 г.
«Ял çамрăкпа тĕреклĕ, яш çынсăр вăл илемлĕ мар», – тенине час-часах илтме пулать. Анчах кунпа мухтанмаллиех çук иккен. Çамрăксем яла юласшăн мар. Уйрăмах хĕрсене тăван тăрăхра тытма çук. Авланман хусахсем те нумайлансах пыраççĕ. Чылай ялта культура çурчĕсен алăкĕсем çăвĕпех хупă тăраççĕ. Яшсемпе хĕрсен ирĕксĕрех ют ялсене çÿреме тивет. Çамрăксене воспитани парас ĕçре культура учрежденийĕсем, паллах, питĕ пысăк вырăн йышăнаççĕ. Сывă пурнăç йĕркине пропагандăлани, наркомание, алкоголизма, чĕлĕм туртнине хирĕç кĕрешме чĕнекен стендсемпе унта килекен кашни çын вуласа паллашма пултарать-çке. Тĕслĕх вырăнне Мăн Вылă ялне илер. Ку тăрăхра культура çурчĕ пулман мар. Тахçан авал чиркÿ пулнă çурта çĕнетсе, юсаса тунă клубăн алăкĕсем тахçанах хупă. Мăн Вылă районти чи ватă та пысăк ялсенчен пĕри шутланать. Çамрăксем те йышлă кунта. Апла пулин те яшсемпе хĕрсене савăнма, пушă вăхăта усăллă та хавас ирттерме культура çурчĕ пулманни пăшăрхантарать. Çÿлерех асăнтăмăр ĕнтĕ, ялта клуб çукран каччăсемпе хĕрсем ют ялсене, районсене тухса çÿреççĕ. Ÿркенменнисем ташă каçне лекес тесе вунă-вун пилĕк километр таран велосипедпа, мотоциклпа, çăмăл машинăпа çула тухаççĕ. Вунă-вун пилĕк çул каялла ялти клубра шăв-шав кăна тăратчĕ. Аякри ялсенчен те килетчĕç савăнма. Паян вара пачах та урăхла сăн ÿкерчĕк. Клубăн çурчĕ халĕ çук. Пĕлтĕр çулла çурта пăсса тирпейлерĕç. Клуб сцени пулнă вырăна пысăк хĕрес вырнаçтарса чиркÿ тăвас шутлисем пулчĕç.
Çамрăксемсĕр ял илемсĕр. Нумайăшĕ ĕç вырăнĕ çукран тĕп хулара тĕпленеççĕ е ют облаçсемпе хуласене «шапашкăсене» çÿреççĕ. Пропискăра тăраканнисем сайра-хутра çеç тăван кĕтесе килсе каяççĕ.
Ял шăпи, паллах, пурне те пăшăрхантарать. Юрать-ха салара культурăпа кану центрĕ, библиотека пур. Кашни мероприятие унта ирттереççĕ.
Ялти библиотекăра А.Андачковăпа Г.Иванова тăрăшса ĕçлеççĕ, вулакансене тараватлăн йышăнаççĕ. Библиотекарьсем тăтăшах тĕрлĕ курав хатĕрлеççĕ, унти кĕнекесене çĕнетсех тăраççĕ. Шкул ачисен шухăш-кăмăлĕ уйрăмах вылянчăк пулнине палăртса библиотека ĕçченĕсем усал йăласене сивлекен литературăпа ытларах паллаштараççĕ, куравсем, калаçусем йĕркелеççĕ.
Сывлăха çирĕплетме вара спортзалăн алăкĕсем яланах уçă. Кунта шăпах культурăпа кану центрĕ вырнаçнă. А.Иванова çамрăксен шухăш-кăмăлне шута илсе яшсемпе хĕрсене тĕрлĕ мероприятисене явăçтарать.
Вера МОРОЗОВА.