АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суя çиеле тухĕ-ши;

30 июля 2011 г.

Элĕкри пасар территорийĕнче вырнаçнă «Инструменты» лавкка ĕçлеме пуçлани нумаях пулмасть-ха. Анчах та тивĕçлĕ ĕçлесе халăха кăмăлтан тавар туянтарасси çавăнта ĕçлекенсемшĕн малти вырăнта мар пулас. Сăмахăма çакăнтан пуçлас терĕм.

Эпĕ Элĕк районĕнчех пурăнатăп. Пĕлтĕр çак асăннă лавкка ĕçлеме пуçласанах кĕркунне çăл валли насус туяннăччĕ. Анчах та вăл виçĕ куна та чăтмарĕ, ĕçлеми пулчĕ. Каялла кайса тавăрса пама е улăштарма гаранти хутне те панăччĕ мана. Çакăнпа насуса лавккана илсе кайрăм. Вĕсем мана илсе юлса юсаса паратпăр тесе шантарчĕç. Эпĕ ĕнентĕм, парса хăвартăм. Тепĕр уйăхран кайса пăхрăм, манăн насус çаплипех ĕçлемест. Каллех юсама илсе юлчĕç. Унтанпа çулталăк çитет, халĕ те хамăн насус алăра мар. Вĕсем мана ни укçине, ни насусне юсаса тавăрса памаççĕ. Çакăн пек килĕшÿсĕр ĕçе манпа кăна мар хăтланнă пуль-ха. Çавăнпа та лавкка ĕçченĕсем халăхран кулнăшăн чун ыратнине пĕлтерес терĕм. Тен, мана ăнланĕç, çынсене ĕçлемен тавар туянтарма пăрахĕç, çитменнине хамăн насуса та юсаса каялла тавăрса парĕç.

Г.ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика