30 июля 2011 г.
Ĕмĕр пурăн та ĕмĕр вĕрен тесе ахальтен каламан ваттисем. Паянхи кун, арпашуллă саманара, пурнăçра хура-шурне сахал мар курнисем те тĕрĕс çултан пăрăнаççĕ. Йывăрлăхсене çĕнтерме, алла черкке тытса унра савăнăç шыраççĕ те. Шкул саккинчен анма ĕлкĕреймен е тин çеç пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнă çамрăкшăн вара ăнланманлăхсемпе чăрмавсем темĕн чухлех.Ахальтен пуçламарăм çак калаçăва. Çула çитмен çамрăксем хушшинче преступлени тăвасси ÿсни кашнинех пăшăрхантарма тивĕç. Çитĕнсе çитейменнисем ытларах чухне тĕрĕс çултан пăрăннин сăлтавĕ – аслисем пек пулма тăрăшни, янтă пурнăçа иленни тата ашшĕ-амăшĕн çирĕплĕхĕ çитменни.
Паянхи шкул ачин ăнланăвĕ маларахрисенчен пачах та урăхларах. Капăр çипуçра, укçара курать вăл пурнăç вăйне. Ун шучĕпе туслăха та, юратăва та укçалла туянма пулать-мĕн. Акă кĕçĕн классенче вĕренекен пĕр пĕлĕшĕм иртнĕ кунсенче тĕлĕнмелле япала пĕлтерчĕ. Укçа-тенкĕрен çителĕклĕ çемьере ÿсекен пĕр арçын ача унăн ывăлне хăйĕнпе туслашма сĕннĕ, унпа пĕрле пĕр парта хушшинче ларсан, вылясан илемлĕ ручка тата ытти тем тепĕр парнелеме пулнă. Пĕрре пăхсан кулăшла-ха, лайăхрах тинкерсен вара туслăха та туянма тăрăшни, аслисенчен вĕренсе пыни сисĕнет.
Тепĕр пулăма та палăртмасăр иртме çук. Пĕрне-пĕри кура илемлĕ çи-пуç тăхăнма тăрăшать шкул ачи. Ашшĕ-амăшĕ те вĕсен ыйтăвне тивĕçтеретех: ара, камăн-ха хăйĕн тĕпренчĕкне ыттисенчен уйăрас килтĕр. Шкул ачисем хушшинче пур енĕпе те хăйне евĕрлĕ тупăшу пынине кашниех сисет-тăр. Тантăшĕ каччăпа çÿрет пулсан, эппин, ыттисен те тус пулмаллах, çакăн пек шутлать чылайăшĕ. Алла эрех черкки тытасси те нумайăшĕ модăран юласшăн мар пулнипе çыхăннă. Сăмах май каласан, сăра-эрех ĕçме сăлтав кирлĕ мар шкул ачине. Клуба тух та, туссемпе тĕл пулнă ятпа хăналаççех кунта. Чылай чухне кун пек тĕл пулусем клуб кĕтессисенче пулса иртеççĕ. «Çуттине» тутаннă çамрăк вара хăюлланатех, çĕнĕрен те çĕнĕ шухăшсем пуçа минретеççĕ. Статистика кăтартăвĕ тăрăх 18 çула çитменнисем çиме юраман çимĕçе пуçласа, кăштах, пуçа эрехпе минретнĕ хыççăн тутанаççĕ. Кун пек юрату вăййисем, клуб кĕтессисенче, шашлăка тухсан вăрмансенче е ытти çĕрте пулса иртеççĕ. Сăмах май каласан, тĕрлĕ ыйтăмсемпе тĕрĕслевсем 14 çула çитнисем хушшинче «хĕрлĕх» модăра маррине çирĕплетеççĕ. Ирех ар çыхăнăвне кĕни вара çамрăк организма амантниех-ха. Çăмăлттайлăх, мода хыççăн юлас теменни чылай чухне тĕрлĕ чир-чĕр сăлтавĕ пулса тăрать.
«Юрату вăййи» мĕн патне илсе çитернине аванах тавçăраççĕ-ха аслисем. Анчах та çитĕнсе çитейменнисем çакă ырăпа вĕçленменнине пĕлмеççĕ-тăр. Тĕрлĕ чир-чĕр çаклатнипе пĕрлех ача амăшĕ пулса тăрасси те куç кĕрет.
Кăçал Чăваш Республикинче тухтăрсем пĕлтернĕ тăрăх 14 çула çитменнисем хушшинче 400 аборт пулнă. Кусем тухтăрсенчен пулăшу ыйтнисем çеç-ха, вăрттăн çĕçĕ айне кĕрсе выртнисем тата миçе-ши;
Çитĕнсе çитеймен çамрăк ирĕкленнин айăпне камра шырамалла-ши; Ашшĕ-амăшĕ вăрттăнни çинчен калаçу пуçарма вăтаннинче-ши, е çакна вĕрентекенсем çине шаннинче-и; Чылай чухне вара çакă ашшĕ-амăшĕн çирĕплĕхĕ, вĕрентекенĕн тимлĕхĕпе асăрхаттарăвĕ çитменнипе пулса иртет-тăр.
И.ВАНЮШИНА.