03 августа 2011 г.
Райадминистрацин социаллă аталану, культурăпа архив ĕçĕн сектор ĕçченĕсем ял тăрăхĕсенчи культура учрежденийĕсене тухса çÿренĕ. Мĕн тĕллевпе тетĕр-и; Çу кунĕсем кĕскелсе пыраççĕ те кĕçех шăрăх çанталăк сивĕтме те тытăнĕ. Хатĕр-и ялти клубсемпе вулавăшсем çынсене тараватлăн йышăнма, концерт-спектакльсемпе савăнтарма, юратнă писательсен кĕнекисемпе тивĕçтерме, сивĕ пулмĕ-и вĕсенче; Çавăнпах ĕнтĕ тин кăна-ха Питĕшкасси, Чăваш Сурăм, Йăлкăш ял тăрăхĕсенчи культура учрежденийĕсенче тĕрĕслевсем ирттернĕ.
Хальхи вăхăтра культура учрежденийĕсене паспортлас ĕç пырать, вĕсене муниципалитет бюджечĕсенчен укçа-тенкĕ тÿлес ыйтусене татса парассипе ĕçлеççĕ.
«Манăн район – культура хутлăхĕ (территорийĕ)». Çакăн пек смотр-конкурса хутшăнса кашни клуб тавралăхĕнчех илемлĕ чечексен клумбисене çавăрнă, йывăçсем лартнă, тасалăхпа тирпейлĕх ĕçĕсене ирттернĕ. Мĕн пур культура учрежденийĕсене газпа ăшăтаççĕ, пушар сÿнтермелли хатĕрсем çителĕклĕ, çынсене инкек-синкек сиксе тухасран хăтармалли схемăсем пур.