03 августа 2011 г.
Дмитрий Моткин – «Правда» хуçалăхăн çĕнĕ ертÿçи. Вăл кунта икĕ уйăх ытла кăна ĕçлет-ха. Апла пулин те хăйĕн ĕçне пĕлсе пурнăçлать, тăрăшулăх кăтартать. Акă пирĕнпе те нумай калаçса тăраймарĕ, ĕçсем кĕтнине пĕлтерсе хăйĕн палăртнă тĕллевсен çулĕпе васкарĕ. Ăнланмалла: çăмăр мар ертÿçĕн ĕçĕ, пур çĕре те ĕлкĕрмелле. Хĕрÿ тапхăрта пушшех пушă вăхăт çук унăн.Калаçу вăхăтĕнче комбайнерсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине пытармарĕ «Правда» хуçалăх председателĕ Д.Моткин. Уйрăмах утă, сенаж хатĕрлекенсемпе турттаракансем çинче чарăнса тăчĕ. Утă кăçал 130 тонна, сенаж 1800 тонна хатĕрленĕ. Сенаж хывнă çĕрте В.Мошков, М.Николаев, Н.Павлов, О.Михайлов, Л.Антипов механизаторсем уйрăмах пысăк вăй хунă. Утă типĕтнĕ çĕрте М.Алексеевпа А.Сергеев тимлĕх кăтартнă. Григорий Иванов вара чи хастар та ÿркенменнисенчен пĕри. Вăл ывăнма пĕлмесĕр ир пуçласа каçчен курăк çулнă çĕрте тăрăшнă. «Кăçал нÿрĕкĕ чылай пулнăран пĕлтĕрхинчен нумайрах утă, сенаж хатĕрлесе хума май килчĕ», – терĕ Дмитрий Сергеевич.
Пĕлтĕр хуçалăх кĕрхи тĕш тырă культурисене 200 гектар акса хăварнă пулнă. «Уй-хир карапĕпе» ĕçлекенсем хăйсене шанса панă техникăна тĕплĕн юсаса тĕрĕсленĕ хыççăн çула тухĕç. Дмитрий Моткин вырмана ăнăçлă пĕтересси хальхи вăхăтра тĕп тĕллев пулнине уççăнах пĕлтерчĕ. Кăçал çуркунне тулă 133 гектар, урпа 225 гектар, сĕлĕ 15 гектар çинче акса хăварнă. Çĕр улми 6 гектар лартнă.
Пĕчĕк йышпах мĕн пур ĕçе тума тивет. Ĕç калапăшĕ вара пĕчĕкех мар: пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене нумай гектар çинчен пухса кĕртмелле. Пушă, ахаль выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме тăрăшаççĕ хуçалăхра ĕçлекенсем. Хальхи вăхăтра тата фермерсем çĕрсене харпăр хăйне илеççĕ. Ехремкассинче «Исаев», «Журавлев» хресчен-фермер хуçалăхĕсем те чылай çынсен пай çĕрĕсемпе усă кураççĕ. «Узянов» хуçалăхĕ те темиçе гектар çĕр илме кăмăл тунă.
Хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕнче фермăсем паллă вырăн йышăнаççĕ. Куракăш ферминче ĕçлекенсене сĕт сăвассине ÿстерсе пырасси канăç памасть. Унта та механизаторсем утă-улăм тивĕçтерессипе ырми-канми тăрăшаççĕ. Ехремкасси тăрăхĕнче сысна ферми те япăх мар ĕçлет. Аш-какай, çура туса илессипе ехремкассисем çулсерен лайăх кăтартусем тăваççĕ. Бухгалтерсем хăйсен шанăçне тÿрре кăларсах пыраççĕ. Тăрăшни вара ăнăçу кÿретех. Пурте пĕрле туслăн кар тăрса ĕçлесен çитĕнÿсем те пулаççĕ, хуçалăх та тата вăйлăрах аталанĕ.
А.СИЛИВЕСТРОВА.