03 августа 2011 г.
Виталин пурнăç çулĕ тап-такăр та тип-тикĕс выртмарĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă чухне вăл вун пĕрте çеç пулнă. Ашшĕ, çар службинче командир пулнă май, вăрçă пуçлансанах çывăхри ялсенчи арçынсене Тавăт вăрманĕ патĕнче çар ĕçне вĕрентнĕ. 1941 çулхи октябрьте Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Шел, виç кĕтеслĕ çырусене нумаях илеймен унран. Хĕрÿ чун-чĕреллĕ командир Псков облаçĕнчи Великие Луки хулине ирĕке кăларнă чухне хаяр çапăçура пуçне хунă. Çемье кил хуçисĕр юлать. Амăшĕн вара ачисене мĕнле те пулин пăхса ÿстермеллех.
Çав йывăр вăхăтра колхозра ĕçлекенсене кашни уйăхрах çуршар пăт çăнăх панă. Çапла вара Виталин амăшĕ лашасем пăхма конюха кĕнĕ. Ăна пулăшма ачисем те çÿренĕ. Витали вун икĕ çула çитсен колхоз уйĕнче лашапа суха тунă. Çамрăк пилĕк çул вĕренсен шкула çÿреме пăрахать. Пур йывăр ĕçсене те хутшăнма пуçлать. Çĕмĕрле вăрманĕнчен йывăç та турттарать.
1954 çулта Витали Элĕкри МТС направленийĕпе трактористсен курсне вĕренме каять. Çулталăкран вăл – механизатор. Районти трактор бригадинче ĕçлеме пуçлать. «Хурçă ут» штурвалĕ умне ларни савăнăç кÿнĕ çамрăка.
Машинăпа трактор станцийĕн техникине хуçалăхсене параççĕ. Виталий Краснов тăван «Молния» хуçалăхăн ĕçне кÿлĕнет. Çапла нумай çул ырми-канми тимлет. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех, 1980 çулччен. Гусеницăллă ДТ-75 тракторпа, «Нива» комбайнпа та ĕçлет. Пенсие кайсан та пилĕк çул техникăна алăран ямасть.
Тÿрĕ кăмăллă, ĕçчен механизатор ыттисемшĕн яланах ырă тĕслĕх пулнă. Ахальтен мар вăл «Ĕçре палăрнăшăн», «Ĕçри хастарлăхшăн» медальсене, ытти тав хучĕсене илме тивĕçнĕ.
Хисеплĕ ĕç ветеранĕ пăшăрханса çапла каларĕ:
– Çамрăксем ĕç çине ÿрĕк-сÿрĕк пăхни пăшăрхантарать.
Йышăнас пулать. Хальхи яшсемпе хĕрсенчен кунашкаллисене асăрхама пулать.
Виталий Красновăн вара ача-пăча çук. Юратнă мăшăрĕ пурнăçран иртерех уйрăлнă унăн. Çавна май ватлăхра пĕччен пурнăç кĕтнĕ ăна. Хастар тыл ĕçченĕ вара пуçа усса лармарĕ, килти хуçалăхне тирпейлĕ тытса пычĕ.
Ливерий ФЕДОРОВ,
Ураскилт ялĕ.