АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алкукассинче çамрăксем çук: пурте тарса пĕтнĕ

03 августа 2011 г.

Халĕ районти чылай ялсене «ватлăх сăнĕ» çапнинчен нимĕн тĕлĕнмелли те çук. Мĕншĕнни паллă: çуралакан сахал, шкул пĕтерсен яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç хулана вĕçтерет. Алла пĕр-пĕр професси илсен те тăван тăрăха таврăнмаççĕ, çемьеленсе хуларах тĕпленеççĕ. Çапла вара ялти йыш та чакать. Акă Питĕшкасси ял тăрăхне кĕрекен Алкукассинче те пурăнакансем сахал. Ял 17 килтен тăрать пулсан, 9-шĕнчен çеç тĕтĕм тухать.Урампа утатăп. Хăш- пĕр кил умĕнче – хыт-хура, армути. Унта-кунта сурăхсем çÿреççĕ. Акă çĕр метр пек кайсан ватă çынна асăрхарăм. Сăмах пуçартăм. Ку – Г.Данилов пулчĕ. Вăл урамри сурăхсене пăхать иккен.

Сăмах çăмхи майĕпен сÿтĕлсе пычĕ. Гурий Спиридонович тăван ялĕ – Алкукасси пирки хаваспах каласа пачĕ. Кунта ытларах ватă çынсем пурăнаççĕ, вăй-питтисем çукпа пĕрех. Юрать-ха пĕр çамрăк çемье пур.

– Слава ятлă ывăлăма пĕлтĕр авлантартăмăр. Кин хамăр районтан. Иккĕшĕ те ялтах халĕ, – терĕ Г.Данилов.

Çулталăк ытла каялла пĕрлешнĕ мăшăрсен хальлĕхе ача çук. Пурăна-киле, паллах, пулĕ-ха. Ача-пăча тенĕрен, Алкукассинче кăнтăр кунĕнче те, каçхи вăхăтра та пĕр шăпăрлана та кураймастăн. Пытармасăр каласан, çук вĕсем кунта. Ара çамрăк мăшăрсемсĕр ял пуласлăхĕ курăнмасть.

– Алкукасси пĕтсе пынăнах туйăнать, – калаçăва тăсрĕ Г.Данилов.

– Мĕншĕн; – ыйту патăм эпĕ ăна.

– Ялта шкул, клуб, лавкка пулсан татахчĕ. Çитменнине Алкукассине çут çанталăк газĕ те килмест. Çакă та ватăсене хытах пăшăрхантарать, мĕншĕн тесен хĕл кунĕсенче кăмакана вутăпа хутса ăшăтма çăмăл мар, – пĕлтерчĕ çулĕсемпе çулланăскер.

Нимĕн те тăваймăн, ялти ватăсен çу кунĕсенче хĕлле валли вутă хатĕрлеме тивет. Вăй-халĕ хавшанăскерсемшĕн ку ĕçе пурнăçлама питех те йывăр, çавăнпа та кашниех ачи-пăчинчен е хăйсенчен кĕçĕнрех çынсенчен пулăшу ыйтаççĕ. Хĕллехи вăхăтра куллен пÿрте вутпа хутса ăшăтасси пысăк ĕç шутланать пенсие тухнăскерсемшĕн. Яла газ пырассине кĕтме пăрахнă ĕнтĕ. Чуна савăнăç кÿрекенни – электричество çути пурри. Тепĕр ырлăх вăл – ял умне асфальтлă çул çитни. Çавăнпах ĕнтĕ кĕрхи йĕпе-сапа çанталăкра та çăмăл автомашинăпа Алкукассине пĕр чăрмавсăрах çитетĕн. Урам вара курăкпа витĕннĕ. Ялта касу пăхассине йĕркелемен. Г.Данилов пĕлтернĕ тăрăх, тăхăр килтен пĕринче çеç ĕне тытаççĕ. Иккĕн сурăхсем, виççĕн качакасем усраççĕ. Утă çителĕклех хатĕрлеме пулать – ан ÿркен кăна.

Гурий Александрович Алкукассинче çуралса ÿснĕ. Элĕкри «Сельхозтехника» тата «Сельхозхимия» предприятисенче водительте ĕçленĕ. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – çирĕм çичĕ çул. Унăн мăшăрĕ, Юлия Данилова, Çулавăç ферминче дояркăра тимленĕ. Çавăн пекех Сурăмварринчи кирпĕч заводĕнче вăй хума тивнĕ. Мăшăрсем 5 ачана кун çути парнеленĕ. Г.Данилов халĕ 73-ре. Унăн çывăх çынни вара хăйĕнчен тăхăр çул кĕçĕнрех. Иккĕшĕ те пурнăçра пĕр-пĕрне ăнланма тăрăшаççĕ, хуйха-суйха пĕрле сиреççĕ.

Алкукассинче пурăнакансем эрех ĕçсе урам тăрăх çапкаланса çÿремеççĕ. Уявсенче вара пĕр-пĕрне хăнана чĕнме манмаççĕ, пурте пĕрле пуçтарăнса малашнехи ĕç-пуç çинчен сăмахлаççĕ. Сĕтел хушшинче ним туймиччен ĕçмеççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ял çыннисем пĕр-пĕринпе йĕркеллĕ хутшăнса пурăнаççĕ.

Ку ял çыннисем калăма çÿремеççĕ. Вăй-хал пур ватăсем килти хушма хуçалăха тытса пурăннипех çырлахаççĕ. Тепĕр тесен, ялта ĕçĕ те çук. Райцентра кайса ĕçлес – ытла та инçе. Чăн та, пенсионерсем аптрамаççĕ, патшалăх уйăхсерен тивĕçтерекен укçа-тенкĕпе ăна-кăна туянаççĕ, хулара тĕпленнĕ ачисене те пулăшаççĕ. Яла автолавкка эрнере икĕ хут килет. Апат-çимĕç продукчĕсене çителĕклех туянаççĕ ватăсем.

– Ватăсем пирки манманнишĕн чун савăнать, – пĕлтерчĕ пирĕн пата пырса тăнă З.Данилова. Унăн пулăшуçи – туя. Уяр кунсенче урама тухса кĕмесĕр чăтаймасть ватă, хирĕç пурăнакан кÿршипе ик-виç сăмах вакласа илни те чунне ăшăтать. Аса илмелли, калаçу çăмхине сÿтмелĕх калаçмалли вара пурах. З.Данилова хаçат-журнал алла тытмасăр пултараймасть, çĕнĕ хыпар пĕлни ватăшăн пысăк телей тупнипе танах.

Çу кунĕсенче урамран татăлмаççĕ кинемейсемпе мучисем, пĕр-пĕринпе сăмахласа кичемлĕхе сиреççĕ. Кашнине пĕчĕк ял пĕтсе пыни пăшăрхантарать. Шутласан, вырăнĕ илемлĕ, çывăхрах пысăках мар вăрман, пĕви те пур. Анчах Алкукассинче çамрăксем çукки аталану пĕтнине пĕлтерет. Шел те, чавсана çыртсан та иртнине каялла тавăраймăн.

Юрий КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика