АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тапса тăмасть вăй-халĕ

03 августа 2011 г.

– Ватлăх кунĕсене пĕчченех ирттеретĕп. Мăшăрăм çут тĕнчепе уйрăлни кăçал çичĕ çул, – пăшăрханăвне палăртрĕ Писер ялĕнче кун кунлакан сакăр вуннăран каçнă Илья Павлович Павлов.Хăй ĕмĕрĕнче чылай хĕн-хур курнă вăл. Çăмăлах иртмен унăн пурнăçĕ. Ял пуçланса кайнă вăхăтра çут тĕнчене килнĕ Илья Павлович. Шăпах унăн ятне хут çине пĕрремĕш çырса хунине палăртрĕ ватă.

– Хам çулхисемпе пĕрле ачаранах ĕçе кÿлĕннĕ. Вăй-хала шеллемесĕр аслисемпе тан тăрăшнă. Шкулта вĕренме май килмерĕ мана. Шкул сукмакне тăватă çул такăрлатнă хыççăн колхозра ĕçлеме тытăннă, – аса илÿ çăмхине малалла тăсрĕ И.Павлов.

Вунă-вун икĕ çултах Илья Павлович лашапа туслашнă, сухапуç тытса колхоз уй-хирĕнчен кĕме те пĕлмен. Ир пуçласа каçччен çĕр çинче тăрмашнă. Иртнĕ пурнăçне аса илсен ватăн куçĕсем шывланчĕç. Пĕр вăхăт ним чĕнмесĕр тăчĕ.

– Вăрçă çулĕсем нихăçан та асран тухмаççĕ. Эпир, вунă-вун пĕр çулти ачасем пулнă. Вăрçă пуçланнă куна халĕ те лайăх астăватăп. Ялти мĕн пур вăй питти арçын вăрçа ăсанчĕ, ĕçлекен юлмарĕ, – куççульпе каласа пачĕ 1930 çулта кун çути курнă Илья Павлович.

Унăн ĕмĕрĕ колхозра иртнĕ тесен те тĕрĕсех. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех хуçалăха ура çине тăратассишĕн ĕçленĕ. Мăн Вылă хĕрĕпе çемье çавăрса ултă ача çуратса ÿстернĕ Павловсем. Унăн мăшăрĕ те колхозра тимленĕ, фермăра тăрăшнă.

– Мĕн тĕттĕмлениччен уйра ĕçлеттĕмĕр, ачасене тĕрĕс воспитани парса ура çине тăратни, çĕр-шывшăн юрăхлă çынсем тума тăрăшни харама каймарĕ. Вĕсем пурте тахçанах çемьеллĕ, – терĕ ватă.

Павловсен ачисем хăйсен вырăнĕсене тупнă. Лева ывăлĕ, акă, Писер ялĕнчех пурăнать. Вĕсем мăшăрĕпе икĕ ачана ура çине тăратаççĕ. Ашшĕне, сакăр вун пĕр çулхи ватăна, пулăшса тăраççĕ.

– Ватлăх хăйĕннех тăвать çав. Мăшăрăм пурăннă чухне картишĕнче выльăх-чĕрлĕх сасси хăлхана çуратчĕ. Çулсеренех темиçе пуç ĕне, икшер пуç сысна, сурăхсем, чăх-чĕп тытаттăмăр. Пурнăç урапине пĕр тикĕссĕн кустарма тăрăшаттăмăр. Тивĕçлĕ канăва тухсан та алă усса ларман. Выльăх-чĕрлĕх пăхса, пахчара ĕçлесе ачасене пулăшнă, ырлăх-пурлăха хушсах пынă, – хăпартланса калаçрĕ Илья Павлович.

Шăпа урлă сиксе каçаймăн. Кил хуçи хĕрарăмĕ чирлесе ĕмĕрлĕхе пурнăçран уйрăлнă. Калама çук йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ Илья Павлович. Пысăк инкек тÿснĕ ватă сывлăх енчен те хавшанă. Çапах та пуçа усман, парăнман вăл. Арçын кил ăшшине пĕчченех тытать. Ĕне усрама та вăй-хăвачĕ çитмест унăн. Кил хуçи уйăхсерен пенси илсе тăрать. Чунне тунсăх пуссан урама тухса кĕрет, пĕлĕшĕсемпе тĕл пулса калаçса ял, район хыпарĕсене пĕлет. Илья Павлович хăйĕн шăпи çине те ÿпкелешмест. Ара, ăна никам та суйламасть-çке-ха. Хăйĕн тăван килне, çуралса ÿснĕ кĕтесе чунтан юратать. Сăмах май каласан И.Павлов ялта чи ватă çынсенчен пĕри. Сакăр теçеткене хыçа хăварнăскер ватлăх кунĕсене тăван килтех ирттерме шутлать.

Вера МОРОЗОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика