03 августа 2011 г.
Кĕрекен-тухакан çар çыннисен пропуск хучĕсене тимлĕ пăхса ларать хĕр. Кĕртме юрамасть-çке-ха салтаксем сыхлакан объекта пули-пульми çынсене! Тата аслă чыслă çар çыннисене те сăнран пĕлмелле, вĕсене сывлăх сунмалла. Телефонĕ те канма памасть: пĕр çынна чĕнсе илеççĕ е теприне...
Екатерина Юрьевна Тарасова 20 çулта халĕ. Вăл çара каясси пирки нихăçан та шутламан. Куракăшра çуралнăскер, Ехремкасси шкулĕнчен, унтан Элĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Куçăмсăр майпа тăван хуламăрти аслă вĕренÿ заведенине вĕренме кĕнĕ. Пурнăçĕ çапларах çаврăнса тухать: вăл Мускаври пĕр çар чаçне контракт мелĕпе ĕçлеме вырнаçать. Ирхине ĕçе каймалла чух пиллĕк çурăрах тăрать хĕр пĕрчи, вăхăтра çитмелле-çке-ха унăн, юлсан пуçран ачашламĕç.
Кунта арçын е хĕрарăм пулнине никам та пăхса тăмасть, пурте пĕр пек, пурте салтак. Катя та пуринпе те танах зачетсене тытать. «Интереслĕ, çăмăл мар пулин те çапах та пĕрре те кулянмастăп каччăсемпе пĕр рете тăнишĕн», – савăнăçлăн каларĕ Екатерина.
А.СТЕПАНОВА