АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв çыншăн çулăм пекех хăрушă

03 августа 2011 г.

Çуллахи ăшă кунсенче шывпа шÿтлеме юраманни çинчен манмалла мар. Шыв çыншăн çулăм пекех хăрушă пулнине пурте ăнланмаççĕ, инкеке лекме пултараççĕ. Çавăнпа пĕвесем хĕрринчи хăрушсăрлăха яланах асра тытмалла.

Пĕрремĕш правило – ирĕк панă вырăнта тата аслисем пур чухне кăна шыва кĕме юрать. Паллă мар вырăнта чăмсан аманма пулать – пĕве тĕпĕнче пĕренесем, чулсем, йывăç тураттисем выртма пултараççĕ. Шурлăхлă, курăклă, çÿп-çаплă вырăнта нихçан та шыва ан кĕрĕр. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ правило – лайăх ишме пĕлместĕн-тĕк, тарăн вырăналла ан кай! Шывра пĕр-пĕрне тĕккелени, вылямалла путарни, пĕренесемпе хăмасем çинче ярăнма хăтланни çав тери хăрушă.

Ывăннине туйсан çухалса ан кайăр, çурăм çинче çаврăнса «канăр». Мышцăсене хутлатса лартсан çурăм çинче çыран еннелле ишмелле, мышцăна сăтăрма тăрăшмалла. Вĕрсе хăпартнă матрассем, теттесем çинче çыранран аякка ишсе кайма юраманнине ан манăр.

Г.НИКОЛАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика