АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăр пĕччен çак çутă тĕнчере

03 августа 2011 г.

Хĕрлĕ кирпĕчпе эрешлесе купаланă пысăк çурт. Çутă хĕç тимĕртен тунă алăк умĕнче шухăша путнă, патак çине таяннă ватă кинеми тăрать. Ку Куракăш ялĕнче пурăнакан Александра Петровна Грачева пулчĕ. Эпĕ сăмах хушсан хĕпĕртесех калаçăва тăсрĕ.

Александра Петровна 1933 çулхи февралĕн тăваттăмĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. 15 çултах ĕçе кÿлĕннĕ вăл, 35 çул фермăра ĕçленĕ, ĕнесем сунă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та колхоз ĕçĕсене хастар хутшăннă. Хури-шуррине нумай курма тивнĕ унăн: мăшăрĕ ир пурнăçран уйрăлнă, пĕртен-пĕр хĕрĕ 18 çултах çĕре кĕнĕ, ывăлĕ те вăхăтсăр вилĕм аллине лекнĕ. Çак çĕнĕ çурта та ун валлиех тăрăшса çĕкленĕ амăшĕ, хуралтисене те мĕн вăй çитнĕ таран çĕнетнĕ...

Анчах çук, шăпаран иртеймĕн, пурăнма пÿрмен çав ăна амăшĕ çавăрнă хăтлă «йăвара». «Хам çие çĕнĕ фуфайка илсе тăхăнса кураймарăм, çак кил-çурта çавăрассишĕнех», – хурланса пĕлтерчĕ ватă. Çут çанталăк газне килсерен кĕртеççĕ тенине пĕлсен Санюк кинеми те халăхран юлмасть, кĕрттерсе хăваратех. Халĕ унăн пÿрчĕ те кăвак çулăмпа ăшăнать, апачĕ те пиçет. «Вутăпа е çĕр кăмрăкĕпе ăшăтмалла пулнă пулсан халĕ мана тата та йывăртарах килĕччĕ ĕнтĕ», – шухăшшăн каларĕ Санюк аппа.

Калаçнă çемĕн кинемей куçĕсенчен пĕркеннĕ пит çăмартийĕсем тăрăх пĕрин хыççăн тепри куççуль шăрçисем йăлтăртатрĕç. Чи çывăх çыннисенчен пĕрне те хыттăн ыталаса илес çук-çке, чунĕ тăраниччен калаçаяс çук вĕсемпе, мĕншĕн тесен тăр пĕччен вăл çак çутă тĕнчере.

Августина СТЕПАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика