03 августа 2011 г.
Тени ялĕнчи Екатерина Осипова пурнăçа юратнипе, илеме хакланипе уйрăмах палăрать.
Шкул пĕтернĕ хыççăн мĕнле професси суйласа илесси пирки питех шухăшламан. Ăна ырă сĕнÿ парса пулăшакансем тупăннă.
– Катя, эсĕ çаврăнăçуллă, юрă-ташă енĕпе те пултаратăн. Клубра çын кирлĕ. Унта ĕçлеме кăмăл пур-и; – ыйтнă унран ял Совечĕн ĕçченĕ.
Хирĕçлесе тăман, тÿрех килĕшнĕ. Çапла вăл часах клуб заведующийĕ пулса тăнă. Ĕç вырăнĕ йышăннипех лăпланман-ха, художество пултарулăх коллективне йĕркеленĕ. Çĕнĕ йыш кĕçех сцена çине тухма пуçлать.
Библиотекăра çын кирлĕрен унта куçарнă ăна. Кунта тимленĕ вăхăтрах пĕлĕвне те ÿстерет. Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищинчен вĕренсе тухать Тени хĕрĕ.
Екатерина Николаевнăна ял Совечĕн депутатне суйлаççĕ. Яла тирпей-илем кÿмелле-и, пĕвесене, çăлсене юсамалла-и, – ялан пуçарулăх кăтартать. Çавна май ăна библиотекăра вун çичĕ çул ĕçленĕ хыççăн ял Советне илнĕ. 1987 çултанпа яваплă участокра тăрăшать. Ял Совечĕн секретарĕнчен пуçласа ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ, ертÿçĕ таранах ÿсет.
Пурнăç тени камшăн çăмăллăнах килет-ши; Кулянмалли, пăшăрханмалли тупăнсах пырать мар-и; Йывăрлăхĕ, çитсе пыманни мĕн чухлĕ тата; Кунашкал чăрмавсем Екатерина Осипован та пурах. Анчах та хăйне алла илме пĕлет.
«Ал ăсти», – теççĕ ун пирки Тени тăрăхĕнче. Тĕрĕ тĕрлет, çыхать те, çав вăхăтрах алла сăрă тытса ÿкерчĕксем маçтăрлать. Вăл ытларах çут çанталăк илемне кăтартма тăрăшать. Урам алăкне акă чечексем ÿкерсе капăрлатнă. Гаражĕ те ытарми, кунта – илемлĕх тĕнчин пейзажĕ. Хитрелĕхе юратакан хĕрарăм юлашки вăхăтра çĕнĕ ĕç пуçарса янă. Йывăç çине çунтарса ÿкерчĕксем тăвать. Çавнашкал эрешлĕ усăсем темиçе те унăн. Ăсталăхне хăй тĕллĕн кăна мар, ятарласа литература çырăнса илсе туптать. Унăн япалисем вара куравсенче яланах вырăн тупаççĕ.
Осиповсен кил-хуçалăхĕнче – икĕ теплица. Пĕринче редис, симĕс сухан, салат апрельтех ешерме пуçланă. Теплицăра хăяр çитĕнтерет. Малтанхи çимĕçсене июнь уйăхĕн пуçламăшĕнчех татнă.
Ĕçре ăна мăшăрĕ Григорий Иванович, ачисем те хаваспах пулăшаççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ хăй ама çури амăшĕ пулнине те пытармарĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ виçĕ çул çурăри Наташăна, çулталăк çурăри Виталие пăхса çитĕнтернĕ. Вĕсем уншăн хăй çуратнă Сашăпа Сережа пекех. Халĕ тăваттăшĕ те тăван кĕтесĕнчен аякра ĕçлесе пурăнаççĕ. Виççĕшĕ строительсем пулсан, кĕçĕнни – фельдшер.
Е.ТИМОФЕЕВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Е.Осипова.