АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕрне савсассăн чĕререн

03 августа 2011 г.

Çын ĕçпе илемлĕ. Чăнах та çак каларăшпа килĕшмесĕр май çук. Енчен те çын хăйне мĕнле те пулин ĕçре халалларĕ пулсан, вăл чăннипех те пурнăçа хаваслă, усăллă ирттерет. Малашлăхшăн тăрăшакан кăна пурнăçа илем кÿрет, унпа тан утма пултарать.Тури Юлăшра пурăнакан Андреевсене вара пурнăçа юратакан, ăна тĕрĕс-тĕкел пурăнакансен шутне кĕртме пулать. Вĕсем пыл хурчĕ нумай ĕрчетнипе те паллă. Аллă ытла çемье тытаççĕ. 1985 çултанпа аппаланма пуçланă пыл хурчĕсемпе. Пусран пус хушса тупăш туса кермен пек икĕ хутлă çурт та туса лартнă вĕсем. Тĕрлĕ техника туяннă. Ятарласа пысăк гараж çĕкленĕ. Мотоблокĕ те, тракторĕ те, çăмăл машини те пур Андреевсен.

Пахчана тухсан пыл хурчĕсем сĕрлени тÿрех илтĕнет. Тем çÿллĕш вĕллесем куçа илĕртеççĕ. Улмуççийĕсем те нумай. Çулран çул йывăç лартса сада пысăклатнă кил хуçи. Чăхсем усрама ятарласа пысăк лаптăк сетка-карта тытса уйăрнă. Кил хушшинче те асфальт сарнă. Хуралтисем те çÿллĕ.

Геннадийпе Светлана Андреевсем 25 çул ытла пĕрле пĕр-пĕрне савса, килĕштерсе, юратса пурăнаççĕ. Пĕлтĕр кăна вĕсем кĕмĕл туй çитнине паллă тунă. Тăватă ачана – виçĕ хĕрпе пĕр ывăла кун çути парнеленĕ мăшăр. Чи асли Августина ял хуçалăх академийĕнче вĕреннĕ. Халĕ хулара суд приставĕнче тимлет. Тепĕр хĕрĕ Алевтина та аслă пĕлÿ илет. Тухтăр пулма ĕмĕтленет. Ывăлĕ, Руслан, пĕлтĕр ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă. Паянхи кун Йошкар-Олара ракета çарĕнче салтак тивĕçне пурнăçлать. Чи кĕçĕнни – Мая. Вăл тăваттăмĕш класс кăна пĕтернĕ-ха.

Геннадий Павлович мăшăрне Анат Юлăш ялĕнченех тупнă. Светлана Николаевна çывăх çыннине пур ĕçре те пулăшать, ăна вăй-хал хушса кирлĕ чухне канаш парса хавхалантарать. Вĕсем яланах пĕрне пĕри ăнланса пурăнаççĕ. Г.Андреев салтак тивĕçне Германинче пурнăçланă. Çартан таврăнсан шкулта ачасене тĕрлĕ предметпа вĕрентнĕ. «Сорма» хуçалăхра вунă çул ытла трактористра ĕçлеме те тивнĕ унăн. Светлана Николаевна вара пĕр ĕçрех чылай çул тăрăшать. Экономиста вĕренсе тухнăскер пурнăçне те юратнă ĕçпех çыхăнтарнă. 1983 çултанпа экономистра вăй хурать.

Çемье пуçĕ пÿрт те тунă. Пыл хурчĕсемпе ĕçленисĕр пуçне тата сунара та тухса кĕрет. Г.Андреев – столяр, плотник, тракторист. Андреевсен çĕр лаптăкĕсем те чылай. Выльăх-чĕрлĕхне те çавна май темиçе пуçах тытаççĕ. Пур ĕçре те ĕлкĕрме тăрăшаççĕ. Паллах, ачи-пăчисем вĕсене пысăк пулăшу кÿреççĕ. Пĕчĕк мăнукĕ вара чи пысăк савăнăç вĕсемшĕн.

Пуян та тулăх пурнăçпа пурăнасси хамăртан килет, ан ÿркен кăна.

А.СИЛИВЕСТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика