АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килĕштерсе пурăнсан ылтăн туйра та ташлатăн

03 августа 2011 г.

Тени ялĕн вăрăм урамĕнче çулланнă мăшăрсем Галина Владимировнăпа Петр Трофимович Мурзаковсем куç тĕлне пулчĕç.Вĕсем ывăлĕпе кинĕ патне çитсе килме тухнă. Ку ялтах, çĕнĕ урамра, пурăнаççĕ Мурзаковсем. Александр – кĕçĕн ывăлĕ. Унăн мăшăрĕ, кÿршĕ ял хĕрĕ Галина, Тени ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçлет.

– Пĕрлех пурăнаттăмăрччĕ. Кĕçĕннин тĕп килтех юлмалла теттĕмĕр. Килте пĕрле чухне чун-чĕрере канлĕрехчĕ. Халĕ вара вĕсем патне çитсе çаврăнасах килет. Уйрăлас килмест ачасенчен, – терĕ сакăр вуннă урлă каçнă хĕрарăм Галина Владимировна.

Мурзаковсем ылтăн туйне те ирттернĕ ĕнтĕ, пурнăç çулĕпе юнашар утма пуçланăранпа кĕçех ал сакăр çул çитет.

– Эпир иксĕмĕр те тăлăхсем пулнă. Çамрăк, вăйпитти чухне те канлĕхне курман, – терĕ Галина Мурзакова ĕç ветеранĕ.

Кĕçĕн Тăван хĕрĕпе Тени каччи, ачаллах хура-шур курса ÿснĕскерсем, пĕр çемьене пĕрлешсен кулленех «Прогресс» хуçалăх ĕçĕсене васканă. Килĕштерсе пурăнсан пусранах пурлăх пулать. Малтанах кивĕ пÿрте юсаса çирĕплетеççĕ вĕсем. Вăй илсе пынă май çĕннине те çĕклеççĕ.

Пурнăç çулĕпе тивĕçлипе утассишĕн ăнтăлнă, ачисене хăйсемшĕн, çĕршывшăн та усăллă çынсем тăвассишĕн тăрăшнă. Тăватă ывăлпа пĕр хĕр çуратса çитĕнтернĕ мăшăрсем. Кашни ывăлнех салтака ăсатнă, кĕтсе илнĕ ашшĕпе амăшĕ. Мăшăрлантарнă. Халĕ мăнукĕсем куç тулли вĕсен.

Мурзаковсене «Ĕç ветеранĕ» медаль парса чыс тунă. Çавна май хăш-пĕр çăмăллăхсемпе усă курма тÿр килнĕшĕн хĕпĕртеççĕ вĕсем. Тивĕçлĕ канура пулин те ĕçсĕр лармаççĕ сакăр вуннăрисем.

С.СЕРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика