03 августа 2011 г.
А. хăйĕн ĕç вырăнĕпе усă курса сахал мар саккуна пăснă. «Озерная» общество ертÿçин çумĕнче ĕçленĕскер генеральнăй директора суйса 450 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. 2009 çулхи утă уйăхĕн саккăрмĕшĕпе авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕччен директорăн çумĕ пулнăран, кирлĕ япаласем туянма тесе кассăран 49413,95 тенкĕ илнĕ. Асăннă суммăна хăйĕн кĕсйине чикнĕ. Кайран А. бухгалтерине суя документсем тăратнă. С.Максимов свидетель сăмахĕсем тăрăх, А. накладнойсем çине кунсене те палăртман. Александр Дмитриевич «Озерная» общество ячĕпе тĕрлĕ ĕçсем тунă. Сутăннă тырă укçине те кассăна хуман.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче саккуна пăснă тепĕр тĕслĕх те палăрчĕ. А.Купкенов уйрăм предпринимателе накладнойпа «Агрофирма «Надежда» общество умĕнчи парăма татас тĕллевпе А. пĕр килограмм тулла икĕ тенкĕпе панă.
И.Александров генеральнăй директор сăмахĕсем тăрăх, тырă сутасси пирки А.- па пĕр калаçу та пулман. Я.Павлов свидетель те çакна çирĕплетет. Вăл кунта кладовщик ĕçĕсене пурнăçласа пынă. Кладовщик А. хушăвĕпе накладнойсем тăрăх çынсене тырă парса янă. Анчах та хуçалăх кассине пĕр пус укçа та кĕмен. «Озерная» уçă акционерлă общество ертÿçи ĕç вырăнне сайра-хутра çеç килнĕрен А. документсем çине алă пуснă, пичетне те хăех лартнă.
А. хуçалăха чылай тăкак кÿнĕ. Механизаторсем техника валли саппас пайсем ыйтсан та, ертÿçĕ ĕçлекенсем ыйтнине тивĕçтермен. Çапах та кассăран кирлĕ япаласем туянма укçа илнĕ, суя отчетсем тăратнă.
Красноармейски район сучĕ А.-на июлĕн 4-мĕшĕнче условлă майпа виçĕ çуллăха айăпланă.
И.ОСИПОВ,
шалти ĕçсен пайĕн следователĕ.