03 августа 2011 г.
Патшалăхпа право тытăмĕн никĕсĕ мĕнре-ши; Çавна 2011 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ «Раççей Федерацийĕн уйрăм законодательнăй акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» ФЗ-169 номерлĕ федераллă саккунта яр уççăнах палăртнăПатшалăхăн (муниципаллă) пулăшăвĕ: пĕлтерекенсен (заявительсен) урăх инстанцисем тăрăх çÿреме тивмест. Урăхла каласан, 2011 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа влаç органĕсем патшалăх тата муниципаллă пулăшусем панă чухне пĕлтерекентен (заявитель) ытти ведомствăсенчи документсемпе информацисене ыйтма право çук. Вĕсене хăйсен ыйтса илмелле. Çĕнĕрен кĕртнĕ тÿрленÿсем ведомствăсем хушшинчи çыхăнупа тивĕçтерессипе çыхăннă та. Çавăнпа патшалăх пособийĕсене, пенсийĕсене палăртассипе, патшалăх социаллă пулăшăвне парассипе, халăха ĕçпе тивĕçтерессипе, куçман пурлăха кадастр учетне илессипе, çĕр йĕркелÿ тăвассипе, патшалăх (муниципаллă) пурлăхне приватизацилессипе, ЗАГСсен ĕçĕпе, юридици сăпачлĕ (çав шутра банксене) организацисене, предпринимательсене регистрацилессипе, уйрăм ĕç-хĕле лицензилессипе, граждансен регистраци учетне тăвассипе саккунсен тĕрĕслĕхне тишкереççĕ. Çавăн пекех хула строительстви (градостроительство), çут çанталăкпа усă курасси, экологи экспертизи, туризм, хаклă хутсен рынокĕ, суту-илÿ, таможньăна йĕркелесси, çурт-йĕр хутшăнăвĕсем тата ытти енĕпе те законодательствăна корректировка тăваççĕ. Пĕлтерекен (заявитель) паракан документсен переченьне çирĕплетнĕ. Вĕсен шутĕнче – çын камне кăтартакан удостоверени, çĕр билечĕ, ăçта пурăннине регистрацилени çинчен документсем, мăшăрланни çинчен свидетельство, водитель прави, ĕç кĕнеки, ĕç укçи çинчен справка, вĕренни çинчен документсем, медицина справкисем. Тÿрленÿсемпе килĕшÿллĕн ведомствăсене паракан документсемпе информацисене илменнине çирĕплетнин сăлтавĕсене пула пулăшу паманни пулмалла мар. Çав хушăрах ведомствăсем хушшинче ыйтаканнине – ĕç хучĕсене пĕлтерекенĕн хăйĕн тăратма право пур. Влаç органĕн çавсем тăрăх йышăну кăлармалла.
Ведомствăсемпе çыхăнса документсем ыйтни – патшалăх пулăшăвне памалли срока ÿстермелли сăлтав мар. Юридици сăпатлă организацисене тата предпринимательсене пĕрлехи патшалăх пулăшăвĕсен парталĕ урлă регистрацилеме документсем памалли йĕркене те пĕр вăхăтрах тĕрĕслеççĕ. Федераллă саккун 2011 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен, уйрăм сроксенче пăхнă уйрăм положенисемсĕр пуçне, вăя кĕчĕ.
Ф.ЛАЗАРЕВА,
район прокурорĕн çумĕ.