06 августа 2011 г.
Районти тĕп библиотека Синерти Золотовсемпе яланах тачă çыхăну тытать. Кăçал чăвашсен паллă прозаикĕн, критикĕн, куçаруçин – хамăр ентешĕмĕрĕн Аркадий Золотовăн 110 çулхи юбилейне чыслăн паллă турăмăр. Вулавăша Аркадий Иванович ятне панишĕн эпир савăнмаллипех савăнатпăр.
Тĕп вулавăша тинĕс-çар ăслăлăхĕсен кандидачĕ, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виталий Золотов (халĕ вăл Санкт-Петербургра пурăнать) доцент нумай пулăшу кÿрет. Вăл чăвашсен чаплă архитекторĕ Петр Егоров çинчен çырнă буклета парнелерĕ.
Егоров (1731-1789 ç.ç.) – чăваш, Петербургри чаплăран та чаплă Çуллахи сад картишне ăсталакансенчен пĕри. Архитектура енĕпе 35 çула яхăн ĕçленĕ вăл. Илемлĕ те тулли содержаниллĕ буклет Элĕк ен çыннипе тĕплĕнрех паллашма пулăшĕ, унпа шкул ачисем те уроксенче усă курĕç.
Г.ПЕТРОВ.