АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Механизатор, технику юсавлă-и;

06 августа 2011 г.

Чăваш Республикин Гостехнадзор инспекцийĕпе шалти ĕçсен министерстви августăн 1- 31-мĕшĕсенче «Трактор» профилактикăлла операци – уйăхлăха ирттерме йышăннă. Унăн тĕллевĕ: тракторсемпе прицепсене тата хăй тĕллĕн каякан машинăсене юсавлă тытса ĕçлеттересси, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнасси, механизаторсене тата кăкарса ĕçлемелли агрегатсем çинче ĕçлекенсене инкек-синкекрен асăрхаттарасси. Уйăхлăх вăхăтĕнче район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсемпе, шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсемпе пĕрле хуçалăхсене тата ял тăрăхĕсене тухса тĕрĕслевсем ирттеретпĕр. Ку енĕпе ятарлă график туса хатĕрленĕ.Тÿрех калатăп, тĕрĕслев условийĕсем çирĕп. Пуринчен малтан механизаторсем çул-çÿрев правилисене мĕнле пăхăннине пăхатпăр. Хăрушсăрлăх техникине епле пăхăнса ĕçленине, тавралăха сыхланине тĕрĕслетпĕр. Техникăна йĕркене пăхăнса регистрациленĕ-и, техосмотрта пулнă-и – çавна тишкеретпĕр. Шел пулин те, ял хуçалăх предприятийĕсенче техника тĕрĕслевĕнче пулман тракторсемпе прицепсем чылай-ха. Паянхи куна ял хуçалăх предприятийĕсенче 318 единица техника шутланса тăрать. Çав шутра 187 трактор, 81 прицеп, тырă вырмалли 31 комбайн тата выльăх апачĕ хатĕрлемелли 19 комбайн пулсан, вĕсен 55 проценчĕ кăна техосмотр витĕр тухнă. Техника тĕрĕслевĕ витĕр тухман техника «Авангард», «Витязъ», «Родник» хуçалăхсенче пур. Çав вăхăтрах «Новый путь», «Алмаз», «Правда», «Журавлев» хуçалăхсене ырăпа асăнас килет. Предприятисенчен «Алиководорстрой», «СУ-56» обществăсем, улма-çырла комбиначĕ лайăх енĕпе палăраççĕ.

Паянхи куна илсен уйрăм çынсен техники 520 единица шутланать, çав шутра: 369 трактор, 127 прицеп, тырă вырмалли 19 комбайн шутланать пулсан, вĕсенчен 48 проценчĕ техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Асăрхаттарса хăварас килет: техосмотршăн пысăках мар сумма шеллекенсен кайран самаях укçа (штраф) тÿлемелле пулма пултарать.

Уйăхлăх вăхăтĕнче механизаторăн тракторист-машинист удостоверенийĕ пурри, техникăна тытса пыма ирĕк илни (категори пурри) çине пăхатпăр. Çавăн пекех регистраци докуменчĕ, çул хучĕ пуррипе çуккине, техникăпа çула тухма талон-допуск илнине те пăхатпăр. Патшалăх регистрацийĕн номерĕсĕр техникăна, номерсем регистраци докуменчĕсемпе килĕшсе тăман тракторсене, прицепсене тытса чарма тивет. Паянхи куна илсен, йĕркене пăхăнса регистрацилемен техника (тракторсем, прицепсем, тырă вырмалли комбайнсем) уйрăмах уйрăм çынсем пурри паллă. Çавăн пек техникăна тупса палăртсан, ăна штраф площадкине кайса лартмалла тăватпăр.

Йĕркене пăхăнман предприятисемпе организацисен ертÿçисене предписанисем паратпăр. Унта палăртса хăварнă çитменлĕхсене пурнăçламасан, административлă майпа явап тыттарма тивет.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче «хуçасăр» техникă чылай. Çакăн пек тракторсене, прицепсене тата хăй тĕллĕн каякан машинăсене (вĕсем хуçалăхра кирлĕ мар пулсан) гостехнадзор инспекцийĕнче шутран кăлармалла.

Хальхи вăхăтра тырпула пухса кĕртессипе хĕрÿ ĕç пырать. Ял хуçалăх предприятийĕсенче тата уйрăм çынсен пĕтĕмпе 50 комбайн шутланса тăрать. «Новый путь», «Алмаз», Ульянов ячĕллĕ, «Журавлев», «Звезда» хуçалăхсенче вырма техникине хатĕрлесе çитерессипе тата ăна техосмотр витĕр кăларассипе тимлесе ĕçлерĕç.

К.МАЙОРОВ,

районти гостехнадзор инспекцийĕн

начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика