06 августа 2011 г.
Кирек хăш ашшĕ-амăшĕ те ывăл ача çуралсан хĕпĕртенĕ, çитĕнсен çĕр-шыва юрăхлă çын пултăр тесе ĕмĕтленнĕ. Мĕн авалтанах салтак атти тăхăннă арçынна сума сунă. Тавăт ялĕнче пурăнакан Юрий Волков вара хăй пурнăçĕнче салтак тивĕçне иккĕмĕш хут пурнăçлать. Паян та акă телефонпа шăнкăравласа мăшăрĕпе тата хĕрĕпе калаçрĕ, ялти ĕç-хĕл пирки ыйтса пĕлчĕ.– Эпир те саншăн питĕ тунсăхлатпăр. Настя ÿссех кайрĕ. Кашни кун сана аса илет. Эсĕ таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр, – мăшăрĕпе телефонпа калаçрĕ Инна Волкова.
Волковсен пĕртен-пĕр Настя хĕрĕ ашшĕшĕн тунсăхлани курăнать, телефона тытса çывăх çыннипе хăйĕн чĕлхипе темĕн ăнлантарма тăрăшать.
Иннăпа Юрий пĕрлешни пилĕк çул та çитмен-ха. Вĕсен юратăвĕ кунран-кун вăйланса, çирĕпленсе пырать. Иккĕшĕ пĕрремĕш хут курнăçнине паянхи пекех астăвать Инна. Çамрăксен туслăхĕ майĕпен юратăва куçать. Пĕр ĕç вырăнĕнче вăй хунăран вĕсен туйăмĕ çирĕпленсех пырать. Шалти ĕçсен пайĕнче те икĕ çамрăк пĕр-пĕрне килĕштернине асăрхаççĕ. Çапла пĕррехинче Тавăт каччи Сурăмварри хĕрне Иннăна хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтать. Халĕ вара Волковсен пĕр çулхи Настя хĕрĕ пурне те савăнăç кÿрет.
Ывăлсенчен кĕçĕнни пулнăран Юрăпа Инна тĕп килте пурăнма килĕшеççĕ.
– Кин кĕртсен пÿрт тулать тени тĕрĕсех çав. Пур ĕçе те пĕрле канашласа тăватпăр, – тет Иннăн хунямăшĕ.
Пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнаççĕ вĕсем. Тĕпел кукринче ĕçлеме кăмăллаççĕ, пĕр-пĕрин шухăшне шута илеççĕ.
– Анне кукăль-çăмах пĕçерме ăста. Эпĕ те унран апат-çимĕç хатĕрлемелли вăрттăнлăхсене чылай вĕрентĕм, – хунямăшĕпе мухтанса илчĕ Инна.
Чăваш патшалăх университетĕнче филолог профессине алла илнĕ çамрăк тÿрех яла таврăннă. Уншăн ÿкĕнмест вăл. Хăйне телейлĕ тесе шутлать. Уншăн юратнă мăшăрĕпе хĕрĕ пуринчен те хаклă. Килти арçын ĕçĕсене Иннăн хуняшшĕ пурнăçласа пырать. Мăшăрĕпе кинĕ те пулăшсах тăраççĕ ăна. Волковсен çемйинче килĕшÿпе ăнланулăх хуçаланать. Аслисен сăмахĕсенчен иртмеççĕ çамрăксем. Ĕçчен те тăрăшуллă çемьере выльăх-чĕрлĕхне çĕнетсех пыраççĕ.
– Кинпе мăшăрăм чечексене килĕштереççĕ. Çулсеренех тĕрлĕ чечексемпе аппаланаççĕ, – терĕ кил хуçи арçынĕ.
Пĕр-пĕрне ăнланса пурăнни ăнăçлăх кÿрет Волковсене. Пĕр çемьерен тухнă тăванлăх туйăмĕсене те сÿнме памаççĕ. Пĕртăванĕсем килсе пулăшсах тăраççĕ.
В.НИКИФОРОВА.