06 августа 2011 г.
«Пурнăç çулĕпе» хаçатăн 63 номерĕнче Шупашкар хулинче пурăнакан, Мартынкасси ялне канмалли кунсенче хăнана килсе çÿрекен Ф.Чечурован «Тирпейлĕхе хаклар» статйи шухăша ячĕЮлашки çулсенче пÿртсене газпа ăшăтма пуçланăранпа тата ял çыннисен пурнăç условийĕсем япăхраххине пула çурт-йĕр çĕнетекенсем те çукпа пĕрех. Çавăнпа та Мартынкасси ял урамĕсем, маларахри çулсемпе танлаштарсан, тасарах та тирпейлĕрех. Анчах та статьяра автор пĕтĕмпе ÿстерсе, суйса çырнă. Çавнашкалах автор урамсем яланах таса, тирпейлĕ пулмалла тенипех килĕшме май çук, ял хушшинчи урамсене асфальт сарса хытарман пулсан çуркуннехи-кĕркуннехи вăхăтсенче тракторсемпе машинăсем тата выльăх-чĕрлĕх пĕтĕмпех çăрса пĕтереççĕ. Ĕлĕк авалтанах ачасем валли Мăн кун умĕн ял варринерех чуччу хурса туса панă. Ĕлĕкхи магазин пулнă вырăнта Т.Анисимова хисеплĕ ватă ачасем валли пухăнса выляса савăнма ача-пăча лапамне хăйĕн укçи-тенкипех тунă, темиçе машина хăйăр сарса хунă, чуччу, турник, пĕрене хурса панă тата ларса канмалли вырăн та янтăланă. Статьяра автор ял пурнăçне пĕтĕмпех ăнланса çырман, ача-пăча кил хушшинче выляса часах ывăнать, ирĕксĕрех выляма ытти вылякан вырăна тухса чупать. Ял халăхĕ яланах яла илем кÿрессишĕн тăрăшать, уй хапхисене, çырмари выльăх-чĕрлĕх касăва çÿремелли пысăк мар кĕперсене юсаççĕ, урам хушшинчи путăксене тÿрлетеççĕ, шăлса тасатаççĕ. Анчах хăшĕ-пĕрисем çак ĕçсене пачах та хутшăнмаççĕ. Транспорт çÿрекен çула урлă ятарласа канавсем чавса хураççĕ. Çапла вара велосипедпа ярăнакан ачасене, мотоблоксемпе çÿрекенсене хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Çав сăтăрла ĕçе паянхи куна та тума чарăнмаççĕ.
Статья авторĕ «Çурхи шыв пирĕн хуçалăха хуплать, çавăнпа та сарай çĕрсе кайрĕ, çĕнĕрен тумалла пулса тухрĕ», – тет. Вĕсенчен маларах пурăнакансенчен çапла каланине нихăçан та илтмен. Эпир те çав урамрах пурăнатпăр. Çуркуннехи вăхăтра кил хушшипе шыв юхнисем пулкалаççĕ, анчах та никама та вĕсем пек урама тухса хурах кăшкăрмастпăр, халĕ вĕсене çурхи шыв пурăнма чăрмантарать иккен. Автора ялта пĕр пенсионер та «Ялта эпĕ хуçа», – тесе ура тапса кăшкăрман. Кăна та пĕтĕмпех суйса çырать, кунта та нимĕнле тĕлĕнтермĕш те çук. Т. Анисимова çула кирпĕчсемпе картламан, çурт лартнă хыççăн юлнă кирпĕч ваккисене хăйсен килне кĕрсе тухакан çула йĕркеллĕ тикĕслесе якатма хурса тухнă çеç, автор пĕтĕмпех суйса, ÿстерсе çырнă. Тепĕр кинемей вĕсен килĕнчи çĕре хăйсен ирĕкĕпе харпăрлăха тытса илмен, ку вăл пĕтĕмпех çĕр виçекенсен пăтăрмахĕ çеç. Ку та тĕлĕнтермĕш мар. Çавнашкалах автор хăйĕн статйинче ял халăхне туслă пурăнма чĕнсе çырать. Çапла эпир ял-йышпа питĕ туслă пурăнатпăр, никам та никама кÿрентерместпĕр, хирĕçместпĕр. Автор малалла та мухтанать,тĕслĕхрен: «Эпир яла килтĕмĕр те газ кĕртрĕмĕр, асфальтлă çул сартăмăр», – тет. Анчах та вырăнти ответлă çынсем вăл вăхăтра мĕн тунă-ши, автор ăна çырса кăтартмасть. Çавăнпа та статьяна ял халăхĕ пĕтĕмпех сивлет. Автор ялти тасамарлăхшăн мĕскĕн ял çыннисемпе административлă мерăсемпе йĕрке тăвассшăн. Ку вăл, пирĕн шутпа, ĕçсĕр, укçасăр пурăнакан ял çыннисене тасаран штраф тÿлеттерсе тăкак тÿстерни, ахаль те чухăн çемье бюджетне сисĕнмеллех хавшатни, йывăрлăха кĕртсе лартни пулать.
Эпир, ялта паянхи куна пурăнакан ватăсем, çак тăрăхра çуралнă,ÿссе çын пулнă, халăхшăн, çĕр-шывшăн ĕмĕр тăршшĕпех ĕçленĕ, хисепе тивĕçлĕ çынсем пулса тăнă. Пирĕн ялта вăрçа хутшăннă çынсенчен пĕтĕмпе те пĕр çын çеç пурăнать. Вăл – О.Куприянова, кăçал 90 çул тултарчĕ хисеплĕ ватă.
Ял пĕтсе пыни куç умĕнчех. Акă, тĕслĕхрен, иртнĕ çул 26 ĕне шутланнă пулсан, кăçал 19 пуç çеç. Кĕркуннене çитсен тата виçĕ хуçалăх яланлăхах усрама пăрахасси паллă. Сурăхсем иртнĕ çул пĕтĕмпе 300 пуç ытларах пулнă пулан, кăçал вара 205 пуç çеç юлнă, çитес кĕркунне тата темиçе хуçалăх яланлăхах сурăх усрама пăрахасси çинчен халех пĕлтерсе калаççĕ. Ялăн малашлăхĕпе савăнса мухтанмаллиех çук. Автор вĕçкĕнленсе, мухтанса çеç çырать.
Тепĕр тĕслĕх, ялта пурăнакансем урам хушшинчи çĕр лаптăкĕсене картасем тытса çавăрса илнĕ пирки калать. Ялта кунашкал тĕслĕхсем пачах та çук, хăшĕ-пĕрисем хăйăр куписене выльăхсем салатасран вăхăтлăха картланисем пур, çавă çĕре тытса илнине пĕлтермест.
Ирĕкрен яла килсе çÿрекенсене ытла иртĕхме парас марччĕ.
Эпир район центрĕнчен чылай аякра пурăнатпăр, çавăнпа та хуларан килсе çÿрекен «пуçтахсем», мĕскĕн ял çыннисене, уйрăмах вăй-хал тĕлĕшĕнчен хавшанă ватăсене пусмăрлаççĕ, кÿрентереççĕ, хĕстереççĕ, пĕр айăпсăр ватăсене судсем, милицисем тăрăх илсе çÿреççĕ.
Эпир, Мартынкасси ялĕнче пурăнакансем, район ертÿçинчен тата ял тăрăхĕн администрацийĕнчен пулăшу ыйтатпăр.
Мартынкассисем.
51 çын алă пуснă.