06 августа 2011 г.
Шкула кайма пуçласан ачасем вăхăтне ытларах шкулта е урамра ирттереççĕ. Урам воспитанийĕ вăл пĕрре, çавăнпа та чи пысăк пайĕ шкулта ĕçлекен педагогсем çине тиенет. Чăн-чăн педагог тесе эпир Йăлкăш шкулĕнче паянхи кун та ĕçлекен Надежда Ильинична Силинăна калама пултаратпăр.
Вăл 1966 çулта Куракăш ялĕнче çуралнă. Ехремкасси шкулне пĕтернĕ хыççăн пуçламăш классен вĕрентекенĕ пулас шутпа педагогика институтĕнчен вĕренсе тухса алла диплом илет. Тĕллевлĕн утать вăл пурнăç çулĕпе. Вутлан шкулне ĕçлеме яраççĕ çамрăк специалиста. Çавăнта пуçлать те хăйĕн ĕç стажне Куракăш хĕрĕ Надя. Икĕ çултан Йăлкăш шкулне куçать. Кунта вăл пĕчĕк шăпăрлансене вулама, çырма, илемлĕ калаçма вĕрентет. Чунĕпе килĕштерсе ĕçлет вăл ачасемпе. Акă кăçал Йăлкăш шкулĕ тепĕр 20 ачана вĕрентсе кăларса ячĕ. Вĕсен пĕрремĕш вĕрентекенĕ Надежда Ильинична пулнă. Кашнинех ăш сăмахсем каласа пурнăç çулĕ тăрăх такăр утма пиллерĕ вăл. Ыталарĕ, çупăрларĕ. Асăнмалăх парне те пачĕ ачасене.
Йывăр-и, çăмăл-и , калаçас-кулас килмест-и – хăв кăмăлна ачасене кăтартма юрамасть. Шкул алăкне уçсанах килти пăшăрханусене манмалла тесе вĕрентеççĕ пулас педагогсене. Вĕрентнине ăса хывса пынă Надежда Ильинична. Вунă çул чирлесе выртакан амăшне пăхса пурăннине никам та пĕлмест. Унăн амăшĕ, Зоя Максимовна, 1931 çулта çуралнăскер, вырăнпах выртать. Юлашки çулсенче пачах та тăраймасть. Хĕр амăшĕ умĕнчи яваплăхне туйса çывăх çыннине пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхса пурăнать. Эппин, хăй вăхăтĕнче ăна та ăслă, чун-чĕреллĕ учительсем вĕрентнĕ.
Августина СТЕПАНОВА.