АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туй арăмĕсем такмаксем калама пăрахнă

06 августа 2011 г.

Паянхи куна илес пулсан районти ялсем пĕтес хăрушлăх пур. Ку пулăма чарма, паллах, йывăр. Районти чылай яла асфальт сарнă е такăр çула ял çывăхне çитернĕ.

Писер район центрĕнчен инçех мар вырнаçнă. Ватăсем каланă тăрăх, ял 1930 çулсенче пуçланса кайнă. Тĕрĕсрех, çак çулта ятсене хутсем çине çырма тытăннă. Юнашар ялсенчен çынсем куçса килсе çĕнĕ кил-çурт çавăрнă. Ытларахăшĕ Ярхуньушкăнь, Сурăмварри ялĕсенчен куçса килсе Писерте тĕпленнĕ. Пур енĕпе те ырлăх-пурлăхра пурăннă писерсем. Çавăншăн ял халăхĕ те ырми-канми тăрăшнă. Уй хапхисене те юсасах тăнă. Вăл халĕ те пур-ха, анчах та çулсем иртнĕçем ватăлнă. Выльăх-чĕрлĕхне те йышлă усранă çынсем. Килĕренех ĕне, сурăх, сысна тата чăх-чĕп тытнă. Писерсем савăнма та пĕлнĕ. Кашни уява халăхпа пĕрле уявланă. Аслă ăрури пĕр çын хăйĕн пăшăрханăвне уçса пачĕ. «Çур аки ĕçĕсенче ватти те, вĕтти те пĕрле хутшăннă. Ĕçсем пĕтсен ял халăхĕ каçхине канма та пĕлнĕ. Çамрăксем вăййа тухнă. Шел, çак ырă-йăласем халĕ манăçа тухрĕç», – терĕ ватă.

Писерте пурĕ çирĕм ытла кил хуçалăхĕ. Нумайăшĕнче тĕтĕм тахçанах сÿннĕ. Вĕсен умĕнче курăк, вĕлтĕрен кашласа ларать. Тирпейсĕррисен шутне кĕртес килмест-ха Писер ялне. Ялта тасалăх çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Урамăн сылтăм енчи капмар та пысăк çуртсем аякранах курăнаççĕ. Чылайăшне юлашки çулсенче илемлĕ сăн кĕртнĕ.

Ялта тахçанах выльăх шучĕ чакнă. Вăй çитерекенсем çĕр лаптăкĕсем çинче ĕçлеççĕ. В.Капитоновпа А.Березов килĕсен умĕнче тракторсем лараççĕ. Арçынсем ялти чылай çемьене пулăшу кÿреççĕ. Капитоновсен, Трифоновсен çемйисем выльăх усраса тупăш илме тăрăшаççĕ. Ватă çынсем те килте алă усса лармаççĕ, кроликсем ĕрчетеççĕ, чăх-чĕп усраççĕ.

Ялта тахçантанпах туй арăмĕсем такмаксем калама пăрахнă. Шкул ачисен хисепĕ хушăнса мар, чакса пырать. Куç умĕнчех ватăлать пĕчĕк ял. Ялта арçынсенчен чи ватти Илья Павлович Павлов пулнине палăртрĕç. Вăл 1930 çулта, шăпах ял пуçланса кайнă вăхăтра çуралнă. Ун сăмахĕсемпе, унăн ятне чи малтан хут çине çырса хунă иккен.

Ял çул хĕрринчен инçе мар вырнаçнăран унăн урамне те çапла ят панă – Шоссейная вăл. Писере çити асфальтлă çул пырса кĕрет. Ял хушшинче вара такăр çул çук. Çумăрлă, йĕпе-сапаллă çанталăкра кунта нимĕнле машина та кĕрсе тухаймасть. Пурнăç улшăнсан çынсем ялта асфальт сарса парасса ĕмĕтленеççĕ. Çамрăксем вырăнта тĕпленсе пурăнмасан ялăн малашлăхĕ ăçтан пултăр-ха; Ялăн пĕр вĕçĕнче çамрăк çемьесем пур-ха. Анчах та ачи-пăчисем шкултан вĕренсе тухса тĕп хулана иленсен, ялта каллех ватă мучисемпе кинемейсем çеç тăрса юлаççĕ, вăтăр-хĕрĕх çулхисем те вăхăт иртнĕçемĕн ватăлаççĕ.

Пушă ларакан çуртсен хисепĕ нумайланнине çÿлерех асăнтăмăр-ха. Вĕсен кил хуçисем тĕрлĕ çĕрте тĕпленнĕ. Канмалли кунсенче тата отпуск вăхăтĕнче çеç хăйсен тăван килне килсе каяççĕ. Пĕр ватă Писер ялĕ пĕтсе пынине вара яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç тăван тăрăхра юлманнипе сăлтавларĕ. «Çамрăксене ялта пурăнма пĕр услови те çук. Ĕçсĕрлĕх хуçаланать», – палăртрĕ утмăл-çитмĕл çулсенчи хĕрарăм.

Писерсем çутă малашлăха шанса, ĕненсе пурăнаççĕ.

Вера МОРОЗОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика