06 августа 2011 г.
Качалав ялĕнчи Зинаида Петрова çу кунĕсенче çăтмахри пекех пурăнни çинчен пĕлтерчĕ. Йĕри-таврара сип-симĕс курăк ешерет, кил-хуçалăхĕ урам вĕçĕнчех вырнаçнăран хăйне май лăпкăлăх та хуçаланать кунта.Юманлăх ялĕнче 1940 çулта кун çути курнăскер Качалава качча килнĕренпе çур ĕмĕр те иртнĕ ĕнтĕ. Çав тапхăрта, хăй каланă тăрăх, ырринчен ытларах нушине курнă.
Василий мăшăрĕпе пĕрле «Правда» хуçалăх ĕçĕсене хутшăннă. Çав хушăрах çĕнĕ пÿрт те çĕкленĕ. «Кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче те ларса канман, стройка енĕпе тимлеттĕмĕр. Çапах ывăннине те туйман. Çамрăклăх, пĕр-пĕрин хушшинчи килĕшÿ хăпартлантарнă пире», – хастарлăхне палăртрĕ хĕрарăм.
Арçын колхоз делянки çинче вăрман ĕçленĕ çĕрте пайтах тар кăларать. Кил хуçи сасартăк йывăр чире кайнă та хĕрĕх виççĕрех ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. З.Петрова вĕтĕр-шакăр ачисемпе тăрса юлнă.
Чун-чĕреллĕ хĕрарăм кашни ачинех сывă ÿстерет, пурнăçăн тĕрĕс çулĕ çине кăларать. Ывăлĕ-хĕрĕсем халĕ пурте хăйсен вырăнĕсене тупнă.
Кашни ачин шăпи канăç памасть амăшне. Май килнĕ таран пурне те пулăшма тăрăшать.
Нумай ача амăшĕ «Правда» хуçалăх ĕçĕсенчен уйрăлман. Фермăра вун икĕ çул тăрăшнă.Йĕтем çинче вăрлăха ядохимикатсемпе имçамланă çĕрте нумай çул тимленĕ. Ку енĕпе тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та вунă çул вăй хунă.
Е.ТИМОФЕЕВА.