АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Усал шĕвек пурнăçа улăштарать

06 августа 2011 г.

Хĕвел çути, çамрăк хĕрарăма питĕнчен кăтăкласа, унăн ыйхине татрĕ. Варук куç кĕски çине пăхрĕ. Ăна хирĕç кăн-кăвак пысăк куçлă, тăрăхларах пит çинчи тÿрĕ сăмсаллă, çÿхе туталлă, шурă та ачаш ÿтлĕ, хура çÿçне каре прическăпа кастарнă хĕрарăм тинкерет. Пурте хăй вырăнĕнче!Чунра вара те хĕпĕртÿ, те тунсăх – Варук кăна татса калаймасть. Ĕнер вăл савнă мăшăрне инçе çула ăсатрĕ. Темле каламалла: Виктор килте чухне те вăл хăйне лайăх туять, вăл кайсан та – начарах мар. Упăшка юнашар пулсан, анчахрах пĕрлешнĕ евĕр, «чуп-чуп уйăхне» малалла тăсаççĕ вĕсем. Çав вăхăтрах аякран ĕçлесе килнĕскер умĕнче пĕрех май тапăртатса тăмалли çамрăк арăма йăлăхтарать, ывăнтарать. Çавăнпах вăл мăшăрĕ тухса кайсан лăштах пулать.

Викторĕ унăн питĕ ĕçчен. Тем тума та пултарать (платник ăсталăхĕ ăна аслашшĕнчен куçнă теççĕ). Çавăнпах çамрăк упăшка килте лармасть, ĕç хатĕрĕсене пуçтарса Мусква каять. Хăш чухне 2-шер уйăхлăха «çухалать».

Тăрăшнине кура укçине аванах тÿлеççĕ ăна. Коттедж тăвакан хуçасен кĕсйисем хулăнах пуль. Викторпа Варя çемье çавăрни тăватă çул иртрĕ. Çак хушăра мăшăр кермен пек çурт купаласа лартрĕ. Хула хваттерĕнчи пек, пĕтĕм хăтлăхпа усă курмалла турĕç ăна çамрăксем. Ача сассине илтме те хирĕç мар ĕнтĕ Петровсем, анчах çуккине ыйтса илеймĕн çав. Вăй питти сывлăхлă ар çынпа хĕрарăм лайăххине çеç шанаççĕ: вĕсен юратăвĕн «çимĕçĕ» çут тĕнчене килетех. Пепке çуралсан Варьăран телейли пулас та çук.

Пĕчченлĕхре вăхăт ирттерме вара чăннипех йывăр. Сенкер экран умĕнче ларса ывăнсан, Варя пасара тухса кĕрес терĕ. Кăнтăр çимĕçĕсене туянманни чылай пулать.

Пасарта апельсин сутакан хура хумлă çÿçлĕ, пысăк сăмсаллă сутăçпа Варук часах пĕр чĕлхе тупрĕ, йÿнĕрех хакпа 2 килограмм таранах туянма кăмăл турĕ. Кавказ çынни – Артем – хитре хĕрарăма хура куçĕпе пăталарĕ те пăталарĕ. Калаçа-калаçа, апельсин туянаканран каçхине тĕл пулма ыйтрĕ, телефон номерне илчĕ.

Кафере ытларах çамрăксем. Анчахрах паллашнă каччă Варюха та Варюха тесе тăнă май тем тĕрлĕ апат-çимĕçпе хăналарĕ, тутлă эрехсем ĕçтерчĕ. Кĕлеткери юн хĕрме пуçланипе, ÿт-пÿ юратушăн тунсăхланипе, хитре сăмахсем илтнипе хĕрарăмăн пуçĕ çаврăнма тытăнчĕ. Савнă мăшăрпа выртса тăракан вырăна кĕçĕр Артемпа ăшăтрĕ. Ирхине тăрсан, хăйне питĕ ятларĕ кил хуçи, кун пекки урăх пулмасть тесе тупа тунă евĕр сăмах пачĕ.

Анчах мĕн тăвăн – каç пулнă-пулман Артем килсе çитрĕ. Пушă алăпа мар, пысăк парнепе, ылтăн вăчăрапа. Варя çук-çук тесе хирĕçлесшĕнччĕ, анчах чĕлхи темшĕн ăна итлемерĕ. Пуçланчĕç вара юратуллă каçсем. Хĕвеллĕ Армени çынни хăй те питĕ хĕрÿ иккен, пĕтĕм кăмăлтан хĕрарăма çупăрларĕ, ачашларĕ, саврĕ. Çут тĕнчере мĕн пурри çинчен пĕтĕмпех манчĕ чăваш арăмĕ. Кăмăла çĕклеме пулăшать тесе эрех-сăрине ĕçкелесех тăчĕ (çапла майпа ăшĕнче хăйне лăплантарчĕ, намăсне пытарчĕ). Варя хăй сисмесĕрех упăшкин юратăвне сутрĕ, çывăх çынни çинчен мансах кайрĕ. Усал шĕвек этеме питĕ хăвăрт улăштарать иккен. Халĕ Варя кафене пĕчченех кайса ларма пултарать. Артем, таварне сутса пĕтернĕ хыççăн, тăван çĕр-шывне кайрĕ те урăх курăнмарĕ. Тен, хитре пуканепе выляса ывăнчĕ.

Варук, çулăмсăр çунакан чунне лăплантарас, Артема манас тесе вĕçĕмсĕр эрех лĕрккерĕ. Халĕ ĕнтĕ ăна çур литр та çитми пулчĕ. Кафере хăналакансем тупăнкаласах пычĕç, хĕрарăма çĕр каçма усă куракансем те пулчĕç.

Илемлĕхпе çиçекен хĕрарăм авăра путмаллипех путрĕ. Кашни каç ар çынсене улăштарчĕ. Кам унпа юнашар – çамрăк-и, ватă-и – ку пĕлтерĕшлех пулмарĕ. Халĕ унăн чакăр куçĕсем шыçăнса, тăртанса тăраççĕ. Пуçра ытларах – мухмăр чĕртес шухăш. Хĕрарăмăн организмĕ питĕ хăвăрт хăнăхрĕ усал, хаяр шĕвеке. «Симĕс çĕленрен» хăтăлма вăй-хăват çитереймерĕ вара.

... Кĕçĕр каллех, ÿсĕрскер, килне ют арçынпа килчĕ. Вырăн çинче туртрĕç, çаплипех тарăн ыйха путрĕç. Çак каç Виктор арăмĕ пулнă чи телейлĕ хĕрарăмăн çĕр çинчи юлашки каçĕ пулчĕ.

Ир енне çулăмпа çунса хуралнă, тĕтĕмпе йăсăрланакан çурт купи патĕнче çынсем хĕвĕшрĕç. Упăшкасăр пурнăç – эрех-сăрапа вут-çулăма пула путланчĕ.

Л.ГРИЯНСКАЯ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика