06 августа 2011 г.
Çу кунĕсемшĕн эпир пурте хĕпĕртетпĕр. Шкул ачисемшĕн, сăмахран, тахçантанпах чăтăмсăррăн кĕтнĕ каникул вăй илчĕ. Вĕренÿ çинчен шутлама кирлĕ мар текех, яра куна урамра çÿресе ирттерме пулать. Пушă вăхăта усăллă ирттерме тăрăшакансем те çук мар, паллах, анчах та çав вăхăтрах скутерсем çине ларса автоçулпа çил вĕçтерсе çÿрекенсем те йышлăн.
ГИБДД сотрудникĕсене çула çитмен çамрăксем автоçулсем çине шлемсĕр тухни, çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни пăшăрхантарать. Айван «водительсем» хăйсене кăна мар, çумĕнче ларса пыракан пассажирсен тата утса пыракан çынсен пурнăçĕсене те пысăк хăрушлăх умне кăларса тăратма пултараççĕ-çке.
Скутерсемпе шĕвĕрккесем чупма пултарнин сăлтавĕ акă мĕнре: калăпăшĕпе 50 «кубикрен» пĕчĕкрех двигателе тапратса тухма права кирлĕ мар, çакăн йышши транспорта регистрацилемеççĕ,ăна тĕрĕслев витĕр кăлармаççĕ. Ахальтен мар ГАИ сотрудникĕсем скутерсене «кустăрма çинчи тупăк» тесе палăртаççĕ.
Скутер хуçисен çакна асра тытмалла: çакăн йышши транспорт рулĕ умне 16 çултан çеç ларма юрать, скутера çул çине тапратса тухиччен çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене лайăх пĕлмелле, çумра скутер хуçи пулнине çирĕплетекен документ пулмалла, пуçа шлем тăхăнса тухма та манмалла мар, çул çинче çавăн пекех яваплăха туймалла, унсăрăн йĕркене пăсакана саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттарĕç.
Г.КАЗЫКИН,
районти ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ.