06 августа 2011 г.
Чыс тата тивĕç прави – çыннăн РФ Конституцийĕ (21,23 статьясем) çирĕплетнĕ тĕп прависем.
Çын пирки суя сăмахсем калани, элек сарни унăн ятне варалаççĕ (РФ УК 123 статйи). Кÿрентерни вара кăмăллă мар майпа çыннăн чысĕпе тивĕçне чакарни (РФ УК 130 статйи).
Çÿлте асăннă статьясемпе килĕшÿллĕн преступленисем çинчен уголовнăй ĕçсем уйрăм çынна айăпламалли сăлтав пулса тăраççĕ. Пĕтĕмĕшле правилăсем тăрăх уйрăм çынна айăплассипе ĕçсене инкек тÿсекен е унăн саккунлă представителĕ миравай суда пĕлтернипе пуçараççĕ. Çавнашкал ĕçсемпе малтанхи тĕпчеве ирттермеççĕ. Уйрăм çынна айăплассипе миравай судьяна çырса пĕлтерни РФ УПК-ан 318 статйин 5,6 пайĕсемпе килĕшсе тăмалла. Ĕçе пăхса тухмалли срок – икĕ çул.
Çыннăн чысне, тивĕçне, ĕçри авторитетне (репутацине) гражданла право хатĕрĕсемпе хÿтĕлеме пулать. Çынăн хăйне суд урлă хÿтĕлеме те право пур.
Пĕтĕмĕшле правилăсем тăрăх çын пирки виçĕ услови – сведенисене сарнин факчĕ, кусем çынна варалаççĕ тата чăнлăхпа килĕшсе тăмаççĕ пулсан кăна судра пăхса тухаççĕ. Хăш условийĕсем те пулин пулмасан суд тавăçа тивĕçтереймĕ.
Хăйне тивĕçсĕр кÿрентернĕшĕн гражданинăн элек саракантан шыраса илме право пур. Чыса, тивĕçе, ĕçри авторитета вараланине пула пурлăх тата ытти енĕпе сиен кÿнĕшĕн нормăпа саплаштарма тивет. Çав нормăсемпе килĕшÿллĕн пурлăх енĕпе сиен (тăкак) кÿнине сведенисене айăпласа сарсан кăна шыраса илеççĕ. Мораль енĕпе сиен кÿнĕшĕн компенсаци илнĕ чухне айăпа шута илмеççĕ.
РФ УК-ан 137-мĕш статйинче уйрăм çын пурнăçне «тĕкĕнмелле мар» тенине пăхăнмасан та уголовнăй майпа явап тыттарма пăхнă.
А.БОЛЬШОВА,
район прокурорне пулăшакан.