06 августа 2011 г.
Эпир хальхи вăхăтра пурăнакан Çĕр планетăн спутникĕ (унпа пĕрле çаврăнакан) Уйăх орбитăран тухса хăй тĕллĕн вĕçекен планетăна куçма пултарать иккен. Çакăн пек шухăш патне çитнĕ Раççей Федерацийĕнчи машинăсем туса кăларассипе ĕçлекен ăсталăхпа тĕпчев институчĕн тĕп директорĕ Геннадий Райкунов. Çакă та шутсăр интереслĕ: «Меркурий» ятлă планета та çаплах çуралнă пулать-мĕн, унччен вăл Венерăн спутникĕ пулнă, вăхăт иртет те – Меркурий хăй уйрăм планета пулса тăрать.
– Çакă паллă: Уйăх çулсеренех Çĕр планетăран инçерех те инçерех тарса пытанма пултарать, – каласа парать Ле Буржере (Франци) иртнĕ авиасалонра Геннадий Райкунов.
Меркурий уйрăлса кайнă хыççăн Венера çинче тĕлĕнмелле улшăнусем пулса иртеççĕ: планета çинче пурнăç валли условисем пĕтеççĕ. «Çакăн пек шăпа Çĕр планета çине те килсе çитме пултарать», – шухăшне уçса парать Геннадий Райкунов. – Çавăнпа та кунашкал пулăмран питĕ хытă асăрханмалла, Уйăха сăнасах тăмалла тата тĕпчемелле.