АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирĕке юратакансем лайăх арăм пулмаççĕ

06 августа 2011 г.

Пурнăç саккунĕ тăрăх, арçынпа хĕрарăм ĕмĕр пĕрле пулма, пурăнма тупа туса çемье çавăраççĕ. «Анне – çемье ăшши, атте – çемье тĕрекĕ», – тесе те ахальтен каламан пулĕ. Çумра çывăх çынсем пулмасан пурăнма та кичем-çке. Анчах та çакна пурте шута илмеççĕ.

Хĕрарăм тивĕçĕ – ача çуратасси. Хăшĕ-пĕрисем пепкене çемье ăшши кирлĕ пулнине ăнлансах çитереймеççĕ. Туслă та çирĕп, тулли çемьере çеç ача аталанма пултарать. Пĕр-пĕр йывăрлăхра çумра атте-анне пурри вара ачашăн темрен те хаклă. Ку сăмахсене эпĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетесшĕн. Таньăпа Коля пĕр-пĕрне юратса пĕрлешнĕ, ашшĕпе амăшĕн килĕнче тĕпленнĕ. Малтанлăха çамрăксем килĕштерсех пурăннă. Купăста яшки те йăлăхтарать иккен. Арçын ют хĕрсене куç хывнă, мăшăрĕ те урăх арçынсемпе ерсе кайнă.

– Эпĕ айăплă мар, пурнăçĕ çапла пулса кайрĕ, – тенĕ хĕрарăм çывăх çыннисем ăна тÿрĕ çул çине тăма ыйтсан.

Таня пĕчĕк ачисем çинчен манса ял-ял тăрăх эрех шыраса çÿренĕ. Килте ларакан ачисене хунямăшĕ хăйĕн хÿттине илнĕ.

«Ачана кам çуратнă, çав пăхтăр», – теççĕ. Пурнăçра вара тÿнтерле пулăмсем питĕ нумай. Ĕçкĕпе иртĕхекен ача амăшĕсем хăйсен пепкисем çинчен манса каяççĕ. Арçынпа танах хĕрарăм та алла эрех черкки тытнинчен тĕлĕнеймĕн.

Хальхи пурнăçа ĕлĕкхипе танлаштарсан, уйрăмлăхĕ пысăк. Ун чухне вăтанчăклăха малти вырăна хунă пулсан, паянхи куншăн вăл хыçа тăрса юлнă. Асатте-асаннесем каласа панă тăрăх, ĕлĕкрех каччăпа хĕр юнашар утма та вăтаннă. Паян вара çемьеллĕ арçынпа та туслăх йĕркелеме хирĕç маррисем тупăнаççĕ пирĕн хушăра. Пĕр пĕлĕш каланă тăрăх, авланман арçынтан кирлине нимĕн те илейместĕн иккен. Авланни вара пуян опытлă, пурнăçăн тутти-масине те хусахран нумайрах ас тивнĕ.

Малтанлăха килте ларакан мăшăрсем упăшки кампа, ăçта çÿренине пĕлмесен, хăçан та пулин вăрттăнлăх çиеле тухмасть тесе шутлаççĕ-ши; Çук, паллах. Çемьеллĕ арçынпа çыхăну тытакан хĕрсем малашлăх çинчен шутламаççĕ те пулĕ çав. Укçаллă, машинăллă, авланнă çынсемпе хутшăнăва кĕни пирĕн района та çитрĕ. Кунта шутламалли пур. Пурнăç çавăн пек, халĕ пурте çакăн пек пурăнаççĕ тенипе те килĕшес килмест. Çынлăха маннă, намăса пĕлмен çынсем çеç пурин умĕнче те çакăн евĕр çÿреме пултараççĕ. Вăрттăн урăх хĕре «юратакансем» вара хăйсен чун канлĕхне çеç ютра шыраççĕ. Вĕсем пур пĕр хăйсен мăшăрĕ патне каялла таврăнаççĕ. Ирĕке юратакан хĕрсем нихăçан та лайăх арăм, кил вучахне çирĕп упракан çынсем пулмаççĕ. Тепĕр чухне çын сăмахне итлени те тÿрĕ çул çинчен пăрса яма пултарать. Çутă малашлăха ĕненекен, шанакан çынсем çеç çемье вучахне çирĕп тытаççĕ, пуласлăх пирки шухăшлаççĕ.

М.РОЗОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика