10 августа 2011 г.
Нумаях пулмасть эпир И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика университечĕн чăваш филологи факультечĕн 2-мĕш курс студенчĕсем, Элĕк районĕнчи Шĕмшеш ял тăрăхĕнче диалект хăйне евĕрлĕхне тĕпчерĕмĕр. Икĕ эрнере Шĕмшеш, Улăх Шĕмшеш, Туçи Шĕмшеш, Этмень, Çĕнушкăнь, Шавранчăк, Прашкушкăнь, Элекĕнушкăнь, Ишпарайкка ялĕсене çитсе куртăмăр, ватăсемпе тĕл пулса калаçрăмăр, нумай çĕннине пĕлтĕмĕр. Элĕк районĕн пултаруллă çыннисемпе паллашрăмăр, вĕсемпе пĕрле тĕрлĕ юрă шăтантартăмăр, çавăн пекех ташласа та савăнтăмăр.
А.ТРОФИМОВА,
ЧППУ студентки.