АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ывăннине туйман, çурлана алăран яман

10 августа 2011 г.

Тăватă çул шкулта вĕреннĕ хыççăн колхоз ĕçне хутшăнма пуçлать Куракăш ялĕнчи Раиса Николаевна Шлябина.

1935 çулхи декабрĕн 11-че кун çути курать вăл. Вăрçă хыççăнхи ачасем пулнă май пĕтĕм йывăрлăхĕ çав вăхăтри ăрусем çине тиенет. Фермăра та ĕçленĕ, сÿре тума та çÿренĕ. Çурлана ытти ĕçлекенсем пекех алăран яман. Кĕлтесене лашасемпе турттарнă, хĕлĕ-хĕлĕпе авăн çапнă.

Вăрçă хыççăнхи çĕр-шыва çĕклесе ура çине тăратмалла пулнă-çке-ха.

Çуллахи вăхăтра утă питĕ нумай хатĕрленĕ. Сăпайлă та ĕçчен хĕре çак ялти Михаил Шлябин куç хывать. 1956 çулта Куракăшра Раисăпа Михаил çĕнĕ çемье çавăраççĕ. Виçĕ ачана кун çути парнелеççĕ. Вĕсем кашниех çемьеллĕ ĕнтĕ халĕ, ача-пăчаллă.

Раиса Николаевнăн мăшăрĕ плотник та, слесарьте те ĕçленĕ. Ферма таврашĕнчи ĕçсене çирĕп тытса пынă. Иккĕшĕ те колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Хальхи вăхăтра Раиса Николаевна кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать.

А.СТЕПАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика