10 августа 2011 г.
Район центрĕнче – Элĕк салинче çÿллĕ те илемлĕ çурт çĕкленнине пурте асăрханă ĕнтĕ. Ăна пĕренесенчен чутласа купаланă. Ку чиркÿ Христос Турă амăшĕ Успени ячĕпе хисепленсе тăрать.
Кăштах – историрен. Салари пĕрремĕш чиркĕве 1744 çулта туса лартнă, ăна йывăçран ăсталанă. Çакна паянхи кунччен упранса юлнă тимĕр хăма та лайăх çирĕплетет. Унта авалхи славян чĕлхипе Элĕк салинчи чиркĕве хăçан, кам ячĕпе тата кам пехилленипе уçнине çырса хунă.
– Тĕлĕнмелле, чиркÿсене пăснă, çĕнĕрен юсанă вăхăтсенче епле майпа сыхланса юлма пултарнă çак истори пĕлтерĕшлĕ документ; Эпĕ ăна хăйне евĕрлĕ палăк тесе те каланă пулăттăм, – тет чиркÿ настоятелĕ Виктор иерей. – Халĕ эпир çак сăваплă хăмана малашлăх валли хытă асăрхаса упратпăр.
Элĕкре иккĕмĕш чиркÿ 1772 çулта хута кайнă, виççĕмĕшне 1901 çулта туса лартнă. 1930-мĕш çулсенче чиркÿсене хупма, пушшех те урăхла, пăсса-аркатма тытăнаççĕ. Утмăл çула яхăн ĕçлемест Элĕк чиркĕвĕ. Православи тĕнне ĕненекенсем кĕлĕ вулама, тин çуралнă пепкене шыва кĕртсе ят хума, çут тĕнчерен уйрăлнисене асăнма, Иисус Христос тĕнĕн ытти йĕркисене таса чунпа тытса пыма çывăхрах вырнаçнă чиркÿсене çÿреççĕ.
Халăх (прихожансем) ыйтнипе тата чиркÿ çыннисем тимленипе 1990-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Элĕк салинче чиркÿ тепĕр хут ĕçлеме тытăнать. Çуртне юсаса çĕнетрĕç, купол хăпартрĕç, шалтан та, тулаш енчен те турăшсем, православи тĕнĕн символикисене вырнаçтарчĕç. Çакăн хыççăн чиркĕве çынсем çÿреме тытăнчĕç, унта православи тĕнĕн паллă кунĕсене уявлама, ытти йăла-йĕркесене палăртма пуçларĕç.
Юлашки вăхăтра çĕнĕ чиркÿ çуртне тăвас ĕçсем чарăнса ларчĕç. Мĕншĕн-ха; Ыйтăва Виктор атте çапла хуравларĕ:
– Прихожансен пăшăрханăвĕпе пĕтĕмпех килĕшетĕп. Укçа-тенкĕ çитсе пымасть. Çапах та Турă çуртне хута ярас ĕçсене ним чухлĕ те вăраха яма шутламастпăр. Çывăх вăхăтрах (сентябрь-октябрьте) купол хăпартса вырнаçтаратпăр, территорие тирпейлетпĕр.
– Сире пурсăра та çывхарса килекен тасаран та таса сăваплă Турамăшĕн Успенийĕ – августăн 28-мĕшĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, чиркĕве килсе çÿреме пехиллетĕп, – терĕ сăмахăмăра вĕçлесе Виктор атте.
Вениамин ПАВЛОВ.