10 августа 2011 г.
Такамран пытаннă тейĕн Ассакасси ялĕ. Район центрĕнчен аякрах вырнаçнă вăл. Ял тăватă урамран тăрать. Родина, Шкул, Нагорнăй урамсенче асфальт çул çук пулсан, Кооператив урамĕнчи такăр çул ял çыннисене савăнăç кÿрет. Ытти урамсене вара çумăрлă, юрлă çанталăкра нимĕнле техника та кĕрсе тухаймасть. 2009 çулта ялта кĕпер тунă.– Ял куç умĕнчех ватăлса пырать тесе калас килмест-ха. Çамрăксем çулсеренех чаплă кил-çурт çавăрма тăрăшаççĕ, – хыпарларĕ çак ялта пурăнакан Людмила Ивановна Петрова.
– Ватăлтăмăр пулин те выльăхсем усратпăр-ха, икшер-виçшер ĕне тытакансем те пур, – сăмах чĕнчĕ тепĕр ватă.
Пĕрре пăхсан çăтмахри пекех пурăнаççĕ ассакассисем. Уçă та таса сывлăша кăкăр тулли сывлани те мĕн тери ырлăх. Йĕри-тавра – вăрман. Çырми-çатри те темĕн чухлех. Ку тăрăхра выльăх-чĕрлĕх усрама, хур-кăвакал тытма питĕ меллĕ.
Ял илемĕ – капăр çуртсенче. Кирпĕчрен хăпартса эрешленисем те пур-ха. Шел, хăш-пĕр килсенче вучах тахçанах сÿнни палăрать. Çапах та вĕсен умĕнче ытти ялсенчи пек çум курăкĕ, вĕлтрен ашкăнса лармасть. Тахçанах çын пурăнман пÿртсем те япăхса кайман.
Ассакассинче пурăнакансем тирпейпе илеме малти вырăна хуни куçкĕрет. Урам таврашне, кил-çурт умне тасатса, тирпейлесе тăраççĕ. Тĕлли-паллисĕр выртакан ăпăр-тапăра курма пулмасть ялта. Хăшĕ-пĕрисен кил умĕнче строительство материалĕсем çеç выртаççĕ. Акă Филипповсен килĕ тĕлĕнче 10-15 çын таранах ĕçлет.
– Пирĕн ялта ĕлĕкхи йăлана – нимене – пăхăнаççĕ. Аслă ăрурисем те ун пек ĕçсенчен пăрăнмаççĕ, – сăмахларĕ 1943 çулта çуралнă Владимир Ильич Пантелеймонов.
Ватă хăйĕн çулĕсене пăхмасăр вăйпитти çынсемпе тан ĕçлеме тăрăшать. Шур сухал хăй вăхăтĕнче «Авангард» колхозра ырми-канми вăй хунă. Нурăсра тракторист-машиниста вĕреннĕскер ĕмĕрне хуçалăх ĕçĕсенчех ирттернĕ. Тивĕçлĕ канури ватă паян те ĕçсĕр ларасшăн марри сисĕнет. Сăмах май каласан, ялти чи ватă çын – Раиса Федоровна Григорьева. Вăл 1922 çулта çуралнă. Пурнăçне шкулпа çыхăнтарнă, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ачасене вĕрентнĕ. Вăрçă участникне халĕ хĕрĕпе унăн çемйи пăхса пурăнаççĕ. Раиса Федоровнан хăй тĕллĕн пурăнма вăй-халĕ хавшакрах.
Ольăпа Николай Семеновсм, Татьянăпа Владимир Трофимовсем – ялта чи çамрăк çемьесем. О.Семенова мăшăрĕпе икĕ ачана ура çине тăратассишĕн тăрăшаççĕ. Нумаях пулмасть мăшăрсем çурт çĕклесе лартнă.
Трофимовсене те ялта ырăпа асăнаççĕ. Владимир Мускава ĕçлеме çÿрет. Унăн мăшăрĕ вара Кăканарти лавккара тăрăшать. Хальхи вăхăтра кĕçĕн ачипе килте декретлă отпускра ларать. Владимирпа Татьянăн икĕ ача. Çамрăксем нимĕнле ĕçрен те хăрамаççĕ. Трофимовсем ял-йышра та хисепре. Анчахрах вĕсем трактор туяннă, утă çулмалли косилка та пур. Мĕн ачаран çĕр ĕçĕпе пиçĕхсе ÿснĕскерсем халĕ те унран вăй илеççĕ. Выльăх-чĕрлĕхрен, çĕрпе ĕçленинчен тупăш илме май пуррине аванах чухлаççĕ Трофимовсем. Ял çыннисене те самаях пулăшу параççĕ.
Ялта ĕç çукран чылайăшĕ ют хуласемпе облаçсене, юнашар ялсене е район центрне ĕçлеме çÿреççĕ. Хăшĕ-пĕрисем выльăх-чĕрлĕх усрасах тупăш илме тăрăшаççĕ.
Вера МОРОЗОВА.